ru24.pro
Новости по-русски
Октябрь
2021

Сăр тата Хусан хÿтелев чиккисене тунăранпа

Паттăрла ĕç – ĕмĕрех халăх асĕнче. Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕ календрьте хĕрлĕ тĕспе паллă мар пулин те, вăл чăваш халăх кун-çулĕн страницинче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Шăпах 80 çул каялла фашист çарĕсем Мускав хули патне çывхарсан тăшманран сыхланма Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума йышăннă. Чăваш Енре асăннă ĕçе 200 000 яхăн çын хутшăннă. Кĕске вăхăтрах вĕсем 380 çухрăма тăсăлакан хÿтĕлев чиккисем тума пултарнă. Паттăрсен мăнаçлă ĕçне паян Трактор тăвакансене культура керменĕнче тепĕр хутчен куç умне кăларса тăратма май пулчĕ. «1941-мĕш çул. Ватăсем, хĕрарăмсемпе ачасем лум, кĕреçе тата ытти ĕç хатĕрĕ йăтса окоп чавма утаççĕ. Вĕсене пĕр тĕллев пĕрлештерет – çĕнтĕрÿ тата тăнăç пурнăç». Çак йывăр тапхăр хыçа юлчĕ пулин те, вăл хÿтĕлев чиккисем тума хутшăннă тыл ĕçченĕсен асĕнчен ниепле манăçа тухма пултарймасть. ЕЛИЗАВЕТА ПРОКОПЬЕВА: «Кĕреçесемпе носилкăсем пачĕç те эпир иккĕн хамăр ялсемпе икĕ енчен тăтăмăр та, пĕрисем кĕреçепе тăпра хураççĕ, эпир кайса пăрахаттăмăр. Кунĕпе çавăн пек ĕçленĕ. Питĕ сивĕччĕ, алăсем, урасем шăнатчĕç». ФЕОКТИСТА ПРОНЮХИНА: «Эпир 11 сехет ĕçленĕ. 2 эрне ĕçлерĕмĕр те пирĕн пата пĕр майор пычĕ те фашистсем çитнине пĕлтерчĕç, васкама пултаратăр-и терĕç. Эпир пĕр харăс: «Пултаратпăр», – терĕмĕр». Хурлăхлă, çав хушăрах мăнаçлă самантсене «чĕртес» тĕллевпе паттăрла ĕç тунисене халалласа çулталăк тăршшĕпех тĕрлĕ ĕç-пуç ирттереççĕ. Çак шутра сăвă-калав çырасси, кĕнеке кăларасси, ятарлă спектакльсем лартасси, кино-видео ÿкересси, куравсем йĕркелесси те пулчĕ. Вĕсен ĕçне анлă тĕлпулура пĕтĕмлетрĕç. Паллах, паттăрсене халалласа малашне те тĕрлĕ ĕç-пуç йĕркелĕç. Куславккара Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă паттăрсене асăнса Мемориал комплексĕ çĕклĕç. Ĕçсене раштав уйăхĕнче туса пĕтерме палăртаççĕ. Кашни ял-хулара тенĕ пекех вăрçă вăхăтĕнчи халăхшăн пĕлтерĕшлĕ ĕçе асра тытаççĕ. Йĕпреçсем, сăмахран, паянхи кун та салтак çырăвĕсене упраççĕ. Вĕсене халăха паллаштарма мел те тупаççĕ. Сцена çинче çав вăхăтри нуша-асап сăнарланать, чиксене чавнă вăхăтра юрăсем кашнин чунне пырса тивеççĕ. Юлия Адюкова, Георгий Кривошеин