ru24.pro
Новости по-русски
Октябрь
2021

Кашни пус хаклă

Тĕллевсене пурнăçлама тата 5 миллард та 500 миллион ытла тенкĕ пулăшмалла. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче 2021-мĕш çулхи хыснана улшăнусем кĕртрĕç. Хальхипе ку кăçал иккĕмĕш хут ĕнтĕ. Патшалăх Канашĕнчи халăх шаннă çынсем саккуншăн пурте сасăларĕç. Кăшăллă вирус алхаснă вăхăтра кашни тенки, пусĕ ылтăн евĕр пулнине пур депутат та ăнланать. Нухратăн çурри ытларах пайĕ федераци хыснинчен килет, ытти – республикăн тупăшĕ. Çулталăк вĕçлениччен нумай та вăхăт юлмарĕ. Эппин, укçана тĕллевлĕн çитес вăхăтрах усă курмалла. ЛЕОНИД ЧЕРКЕСОВ: «Пĕр миллиард çурă çак ковид чирĕпе кĕрешме медицинăна тухтăрсене, больницăсене пулăшма каять». Картишсене хăтлăх кĕртесси, ял тăрăхĕсене аталантарасси, ял хуçалăхне тĕрев парасси тата ытти те. Укçа кашни тытăма тенĕ пекех çитмелле. Патшалăх Канашĕн сессинче ытти çивĕч ыйтăва та сӳтсе яврĕç. Сăмахран, услама тĕрев парассси. Пандемие пула каллех налук çăмăллăхĕсем пулĕç. Алексей Зотиков, Татьяна Молокова, Юрий Марков