ru24.pro
Новости по-русски
Октябрь
2021

Çемьесене пулăшаççĕ

Чăваш Енри çемьесене тата та ытларах тимлĕх уйăрма пуçлĕç. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене пырса тивекен саккун проекчĕсене пăхса тухса ырларĕç. Республика шайĕнче паракан амăш капиталне малашне хамăр çĕршывра туса кăларакан машина туянма яма пулать. Кунта çакна та палăртса хăвармалла, туянас текен автомобиль двигателĕн хăвачĕ 150 лаша вăйĕ таран пулмалла, çемьен пурăнмалли вырăн кирлĕ. Раççейĕн хăш-пĕр тăрăхĕсенче ку енпе усă кураççĕ те. Сăмахран, Калининград, Ростов, Тульск, Смоленск облаçĕсенче, Санкт-Петербург хулинче. Ку çăмăллăхпа 2012-мĕш çулти кăрлачăн 1-мĕшĕнчен виççĕмĕш е ытларах ача çуралнă, çавăн пекех усрава илнĕ çемьесем усă кураяççĕ. Çак тĕллевпе хыснара малтанласа 68 миллион тенкĕ ытла укçа палăртса хăварнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çемьесене пулăшассипе малалла та ĕçлессине палăртса хăварчĕ. Укçа парса сывлăха çирĕплетсен уншăн тытса юлакан налук пайне малашне каялла тавăрма пуласси пирки те калаçрĕç ларура. Спортпа туслашнăшăн укçа паракан социаллă налук тÿлени хăйĕншĕн те, 18 çул тултарман ачисемшĕн те илме пултарать. Çак çĕнĕлĕх çитес çултан вăя кĕрет. Спортпа туслăскер çулталăкне 15 600 тенкĕ таран каялла тавăрма пултарать. Налук тытса юлнине каялла тавăрас тесен çакна та шута илмелле. Пулăшу паракан пĕрлешĕвĕн организацисен ятарлă переченĕнче пулмалла. Хальлĕхе унта республикăри 60 организаци кĕнĕ. 120 000 тенкĕ таран каялла илме май пур. Унтан ытла мар. Унăн сумми мĕн чухлĕ укçа панинчен килет. Пĕр сăмахпа, тăкакланин 13%-не каялла тавăрма пулать. Алина Сусметова, Юрий Марков