ru24.pro
Новости по-русски
Октябрь
2021

Чăваш хĕрĕ чи маттурисен йышăнче

Пултаруллă та яваплă, тăрăшуллă та мал ĕмĕтлĕ çамрăксем – çĕршыв пуласлăхĕ. Ăс-тăнĕпе, çаврăнăçулăхĕпе савăнтаракан маттур яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç сахал мар чăвашра. Вĕсенчен пĕри Чăваш наци телевиденийĕн репортерĕ, Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ – Юлия Адюкова. Нумах пулмасть вăл пысăк чыса – Раççей Правительствин стипендине тивĕçнĕ. Юлия Адюкова чăваш наци телекуравĕн шăпчăкĕ. Ир-ирех вăл куракана хăйĕн çепĕç сассипе савăнтарать. Ыттисем ăшă вырăн çинче ачашланса выртнă вăхăтра, хĕр юратнă ĕçре – сенкер экран умĕнче. ЮЛИЯ АДЮКОВА: «Чăннипе каласан, пушă вăхăт çук. Малтан эпĕ ĕçре кайран вĕренме каятăп, татах ĕçе килетĕп. Хăш-чухне çывăрма та сахалтарах та лекет. Çывăрмалли сехечĕ те сахалланса пырать, анчах та çамрăк чухне çакăн пек пулмалла та. Ĕçтешсем те, журналистсем те хăйсен çамрăклăхĕ пирки каласа параççĕ те. Вĕсен те çавăн пек пулнă. Эпĕ те вĕсенчен тĕслĕх илсе пыратăп». Тĕслĕх илет çеç мар, çакна ĕçпе çирĕплетет. Журналист пуласси Юльăн ачаранах тĕвĕленнĕ ĕмĕчĕ. Чăваш наци телекуравне вăл 2019-мĕш çулта килнĕ. Кунта вăл яваплăхпа, хăвăртлăхпа палăрнă. Ахальтен мар çамрăк та черчен хĕр тӳрĕ эфирсене пĕр шикленмесĕр ертсе пырать, «Çăлтăрчăсем» ача-пăча кăларăмĕ хатĕрлесе эфира кăларать. Ĕçре çеç мар, вĕренӳре те маттур. 2019-мĕш çулта чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ Китайри Чанша хулинче иртнĕ Атăл-Янцзы çамрăксен форумне те хутшăннă. Кунта вара чи-чи пултаруллă та тăрăшуллă яшсемпе хĕрсем çеç лекеççĕ. Маттур хĕр пысăк хисепе тивĕç пулнине çĕршыв шайĕнче те палартнă. Халĕ вăл Раççей Правительствин стипендиачĕ. ЮЛИЯ АДЮКОВА: «Эпĕ çак стипендие пĕрремĕш хут тăратмастăп. Иккĕмĕш хут. Пĕлтĕр те тăратнăччĕ. Анчах ун чухне ман çитĕнӳсем сахалрах пулнăран-ши эпĕ пултаруллисен йышне кĕреймерĕм. Кăçал вара ăнăçу ман енче пулчĕ. Çавăнпа та питĕ савăнтăм. Çак стипендие, ман шутпа, чи пултаруллисене параççĕ. Кунта ĕнтĕ, паллах, наука ĕçĕпе те кăсăкланмалла, вĕренӳре те ĕлкĕрсе пымалла. Çавăн пекех студентсем тĕрлĕ мероприятие хутшăнаççĕ. Кунта та хамăр хастарлăха кăтартмалла». Стипенди укçине Юля пуçтарса пырать. «Чи кирли вара нухрат мар, чи маттурисемпе пултаруллисен йышне кĕме пултарни», – тет хĕр