ru24.pro
Новости по-русски
Октябрь
2021

Тĕплĕ юсав хыççăн уçăлчĕ

Пĕлӳ илме виçĕ пине яхăн тăваткал метр лаптăклă çĕнентĕ нумай енлĕ, меллĕ вĕренӳ пӳлĕмĕсем. Тĕплĕ юсав хыççăн Чăваш Ен тĕп хулинче Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕн экономи факультечĕн корпусне уçрĕç. Экономика факультечĕн корпусне 1964 çултах çĕкленĕ. 2000-мĕш çулта кунта тĕплĕ юсав ирттернĕ. Çапах та çирĕм çулта вăл, паллах, кивелнĕ. АЛЕКСАНДР ПУЗЫРЕВ: «Ремонт питĕ хитре. Пĕр уйăх дистанци мелĕпе вĕрентĕмĕр. Çак вăхăтра çакăн пек хитре тăваççĕ тесе шутламан та. Унчченхипе хальхине танлаштарсан халĕ кунта вĕренме те питĕ меллĕ. Шкултипе танлаштарсан аслă шкул пысăк та халь тата хитре те». Экономика факультечĕн пĕрремĕш курсĕнче ăс пухакан Александр Пузырев хăйĕн савăнăçне те, тĕлĕннине те пытармасть. Ку çуртра унăн сахалран та тăватă çул вĕренмелле. «Эппин, ку тĕплĕ юсав мана валли тунă пекех», – тет аслă шкул вĕренекенĕ. «Пирĕн те студентсен аван вĕренмелле факультет, университет пурнăçĕнче хастар хутшăнмаллине палăртать вăл. АНЯ СЕМЕНОВА: «Мана ремонт питĕ килĕшет, мĕншĕн тесен пĕтĕмпех çĕнĕ япаласем. Питĕ интереслĕ вĕренме. Çĕнĕ столовăй пур халь. Эпĕ питĕ савăнатăп». Тĕплĕ юсав вĕçленнипе, паллах, кашни студент савăнать. Пĕр уйăх çурă дистанци мелĕпе вĕреннипе пĕр-пĕриншĕн тунсăхласа та çитнĕ ĕнтĕ вĕсем. Çутă та хăтлă çуртра вĕренме те, тус-юлташпа калаçма питĕ аван. Савăнăçлă уява Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. Вăл хăй те çак факультетра пĕлӳ пухнă, çак корпусра вĕреннĕ. – Эпĕ вĕреннĕ вăхăтрипе илсен ку çĕрпе пĕлĕт пекех ылмашăнсе тăрать. Пирĕн вăхăтра ун пек тĕссем те пулман. Паянхи кун тĕссем те, технологисем те урăхларах. Дизайн енĕпе пелӳсем те. Çак япаласене усă курнипе калăпăшĕ те çавăн пекех юлнă пулсан та. Ку корпус пысăкланнăн та туйăнать. Паянхи студентсемшĕн эпĕ савăнатăп. Вĕсене ăнăçу сунатăп

СВЕРНУТЬ