Канашри транспорт-энергетика техникумĕ 85 çулта
Канашри транспортпа энергетика техникумĕ республикăри ятлă-сумлă, вăтам пĕлӳ паракан вĕренӳ çурчĕ шутланать. Кунта пĕтĕмпе 8 профессипе, 4 специалноçпа çулсерен вуншар специалист вĕренсе тухать. Унсăр пуçне профессилĕ вĕренӳ валли 100 яхăн программа хатĕрлеççĕ. Чукун çул иртекен хулара вырнаçнă техникум икĕ юбилей паллă тăвать – вĕренӳ çурчĕ 85 çул тултарать тата «Транснефть» пĕрлешӳпе 15 çул тачă çыхăнса ĕçлет. Педагогсемпе студентсене уявпа республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та саламларĕ. Канашри транспортпа энергетика техникумĕ 1936-мĕш çулта йĕркеленнĕ. 85 çул хушшинче вăл ахаль шкултан техникума çитнĕ. Ял хуçалăхĕ валли хатĕрлекен вĕренӳ çурчĕ çĕршыва тивĕçлĕ 80 000 яхăн ăста хатĕрлесе кăларнă. Иван Илларионов 10 çул студентсене вĕрентет. «Ĕçе юратса тусан çеç çитĕнӳ тума пулать», – тет вăл. Ахальтен мар ĕçри хастарлăхшăн вăл хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. ИВАН ИЛЛАРИОНОВ: «Техникумра эпĕ 10-мĕш çул ĕçлетĕп. Кунта ĕçлеме питĕ килĕшет. Пĕтĕм коллектив ăнлантарса, пулăшса пыраççĕ. Техникумăсăр эпĕ хамăн пурнăçа курмастăп». Çитес вăхăтра техникум çумĕнче икĕ лаборатори уçăлать. Малашне вĕренекенсем пухнă пĕлĕве ĕçре те усă курма пултарĕç. Пултаруллă та хастар яш-кĕрĕме вĕренӳре аталанма патшалăх яланах пулăшма хатĕр. – Самаях техникума пулăшса пыратпăр. Калăпăр, çитес вăхăтра кунта пур лабораторисем çумне тата икĕ ятарлă лаборатори хутшăнĕ. Хысна енĕпе пулăшнипе, мĕншĕн тесен çак лабораторисем, паллах, ĕнтĕ паянхи вĕренекенсене вĕсен пĕлĕвĕсене лайăхрах илме май парĕ тата çак пĕлӳсене практика енĕпе тивĕçтерсе ĕçе пырсан тӳрех специалист пулса ĕçлеме май парса пырĕ. «Йăла-йĕркесенчен çĕнĕлĕх патне» – ку вĕренӳ çурчĕн девизĕ. Чăваш çĕрĕ яланах сумлă маçтăрсемпе палăрнă, халăх вара ĕçченлĕхпе. Халĕ вара çак йăлана Канашри транспортпа энергетика техникумĕ тытса пырать те. Тĕп хулари тата Çĕнĕ Шупашкарти шкулсенче вара Мускаври Александр Невский кнеç ячĕллĕ çар университечĕн вĕрентекенĕсем пулчĕç. Чăваш Енри вĕренекенсене çар профессийĕсемпе паллаштарчĕç. Ку вĕренӳ çулĕнче Çĕнĕ Шупашкарти Кузнецов ячĕллĕ кадет лицейĕнче çар çыннисем час-час пулаççĕ. Сăлтавĕ – Раççейри тĕп çар округĕн хĕсмете контрактпа яракан Шупашкарти пункчĕ тата вырăнти хула администрацийĕ пĕрле ĕçлеме килĕшӳ тунă. ТАТЬЯНА ДАНИЛОВА: «Çак килĕшӳ çамрăксене кирлĕ информаци илме пулăшать. Патриотика енчен тавракурăма ӳстерет. Çак килĕшӳ вĕсене кирлĕ информаци парать. Çар енĕпе ку пирĕн хулапа пĕрремĕш килĕшӳ. Авăн уйăхĕнче пуснă çак килĕшĕве. Пирĕн шкул кадетсене вĕрентет, хатĕрлет. Патриотика питĕ вăйлă аталаннă. Эпир çар валли чăн та вăйлă çамрăксене хатĕрлетпĕр». Хальхинче ачасене Мускаври Александр Невский кнеç ячĕллĕ çар университечĕпе паллаштарчĕç. Аслă классенче вĕренекенсене пĕр ыйту хумхантарать – тӳлевсĕр вĕренмелли вырăнсем тĕлĕшпе еплерех? «Пур» текен сăмаха илтсен нумайăшĕн куçĕсем те ялкăшма пуçларĕç. Уйăхсерен 25 000 тенкĕ стипенди параççĕ, 5 хутчен тӳлевсĕр апатлантараççĕ, çар ĕçне хăнăхтараççĕ тата ытти те – кадетсем нумай çĕннине пĕлчĕç. 16 çултан пуçласа 27 çул тултарнисем çар енĕпе аслă пĕлÿ илме пултараççĕ. ЛЮДМИЛА СОЛОВЬЕВА: «Пирĕн университет 1919-мĕш çулта йĕркеленсе кайнă. Эпир тĕрлĕ хуласем тăрăх пирĕн университет пирки каласа пама çӳретпĕр. 5-мĕш ноябрьте Невский ячĕпе палăк уçаççĕ. Чăваш Ен ачисем, чăнах та, хатĕрленнисене кăтартса пыраççĕ. Пысăк балсемпе кăтартаççĕ. Питĕ маттур». Куç çивĕч курмасан та кунта çар енĕпе аслă пĕлӳ илме пулать. Вĕсем тăлмач, çар журналисчĕ, психолог тата ытти профессие алла илме пултараççĕ. Хĕрсене те кунта хапăлласах йышăнаççĕ. Евгения Алексеева çак хыпара хапăлласах йышăннине калать. Пĕчĕккĕллех кадет ятне илнĕскер, ку тĕл пулу хыççăн малалла çар енĕпех аслă пĕлӳ илессине çирĕплетсех калать. Сцена çинче юрлакан черчен чиперкке те, тен, ун çулĕпех кайĕ. Софья Григорьева паян 4-мĕш класра вĕренет. Кадетсене хавхалантарса юрă парнелеме вăл ахальтен килмен. Çитес çултан пултаруллă хĕрача кадет класне вĕренме куçасшăн. Кунта вара уншăн малашлăха çул уçăлать. Вăхăтра апатланни, тутлă та техĕмлĕ çимĕçсемпе сăйланни шкул ачисен сывлăхне, кăмăл-туйăмне, вĕренӳ шайне те витĕм кӳрет. Шкулти апатлану пахалăхĕ çитĕнекен организмшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Выçă хырăмпа вĕренес те, аталанас та килмест. Вĕрентӳ учрежденийĕсенче ачасене кун каçа мĕн çитернине куншăн яваплисем тĕрĕслесех тăраççĕ. Анчах та ывăл-хĕрне мĕнпе апатлантарни ашшĕ-амăшне те пăшăрханатарть. Вĕсем те шкулти апата тутанса пăхса хаклама пултарĕç. Шупашкар районĕнчи Вăрман-Çĕктерти вăтам шкул столовăйĕнче пиçсе тухнă апат-çимĕçĕн ырă та техĕмлĕ шăршийĕ кĕрсенех сăмсана кăтăклать. Кĕçĕн классенче ăс пухакансем вара тулли кăмăлпах кашăксемпе авăстараççĕ. Ирхине апатланнă чухне сĕт яшки, çу сĕрнĕ кăпăшка çăкăр, пылак чей параççĕ.