ru24.pro
Новости по-русски
Октябрь
2021

Уйсем пушанаççĕ

Кĕркунне. Паян пĕрремĕш юр та ÿкрĕ. Çакă çĕр ĕçĕсене вĕçлесе пымаллине палăртать те. Хальлĕхе «иккĕмĕш çăкăра» 11 районта кăларса пĕтернĕ. Ытти районсенче те ĕç вĕçленсе пырать. Чылайăшĕ кĕркуннехи ырă çанталăкпа тухăçлă усă курма тăрăшать. Типĕре çĕрулми ытти пахча-çимĕç пухса кĕртме, паллах, ансатрах. Çапах хăш-пĕр хуçалăхсенче кая юлсан каю шăтма та пултарĕ. Çĕрпӳсен вара çанă тавăрсах ĕçлемелле. Кунта палăртничен 80 процентне те пурнăçламан. Тухăç пĕр гектартан вăтамран 192 центнер тухать. 88 000 тонна ытла пӳлмене кĕнĕ е сутлăха янă. Пахча-çимĕçе 540 гектар лаптăкран пухнă. Кăçал пĕр гектаран 280 центнер çимĕç илнĕ. 7 районта пахча-çимĕç пуçтарас ĕçе вĕçленĕ. Етĕрнесемпе Вăрнарсем ку енпе кайрисен ретĕнче. Республикăра «симĕс ылтăн» пуçтарнă. Хăмлана 108 гектартан 162 тонна çурă татнă. Унпа пилĕк районта тимлеççĕ. Тухăçлăх пĕр гектартан 15 центнерпа танлашнă. Чăваш Енре 88 000 гектар çинче хальлĕхе кĕрхисем вăй илеççĕ. Ку планăн 84 проценчĕ. 7 районта – Улатăр, Вăрнар, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Красноармейски, Çĕмĕрле, Етĕрне тăрăхĕсенче плана тултарнă