ru24.pro
Новости по-русски
Октябрь
2021

Тутлă апатланаççĕ

Тутлă апатланаççĕ

Вăхăтра апатланни, тутлă та техĕмлĕ çимĕçсемпе сăйланни шкул ачисен сывлăхне, кăмăл-туйăмне, вĕренӳ шайне те витĕм кӳрет. Шкулти апатлану пахалăхĕ çитĕнекен организмшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Выçă хырăмпа вĕренес те, аталанас та килмест. Вĕрентӳ учрежденийĕсенче ачасене кун каçа мĕн çитернине куншăн яваплисем тĕрĕслесех тăраççĕ. Ывăл-хĕрне мĕнпе апатлантарни ашшĕ-амăшне те пăшăрханатарть. Вĕсем те шкулти апата тутанса пăхса хаклама пултарĕç. Шупашкар районĕнчи Вăрман-Çĕктерти вăтам шкул столовăйĕнче пиçсе тухн

<p><span>Вăхăтра апатланни, тутлă та техĕмлĕ &ccedil;имĕ&ccedil;семпе сăйланни шкул ачисен сывлăхне, кăмăл-туйăмне, вĕренӳ шайне те витĕм кӳрет. Шкулти апатлану пахалăхĕ &ccedil;итĕнекен организмшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Вы&ccedil;ă хырăмпа вĕренес те, аталанас та килмест. Вĕрентӳ учрежденийĕсенче ачасене кун ка&ccedil;а мĕн &ccedil;итернине куншăн яваплисем тĕрĕслесех тăра&ccedil;&ccedil;ĕ. Ывăл-хĕрне мĕнпе апатлантарни ашшĕ-амăшне те пăшăрханатарть. Вĕсем те шкулти апата тутанса пăхса хаклама пултарĕ&ccedil;. Шупашкар районĕнчи Вăрман-&Ccedil;ĕктерти вăтам шкул столовăйĕнче пи&ccedil;се тухнă апат-&ccedil;имĕ&ccedil;ĕн ырă та техĕмлĕ шăршийĕ кĕрсенех сăмсана кăтăклать. Кĕ&ccedil;ĕн классенче ăс пухакансем вара тулли кăмăлпах кашăксемпе авăстара&ccedil;&ccedil;ĕ. Ирхине апатланнă чухне сĕт яшки, &ccedil;у сĕрнĕ кăпăшка &ccedil;ăкăр, пылак чей пара&ccedil;&ccedil;ĕ. МАРИЯ КУДРЯВЦЕВА: &laquo;Шкул столовăйĕнче ачасене апатланма питĕ килĕшет. Вĕсене апат пахалăхĕ те, тути те килĕшет. Вĕсем столовăйне савăнсах &ccedil;ӳре&ccedil;&ccedil;ĕ. Эпир те &ndash; ашшĕ-амăшĕсем килсех &ccedil;ӳретпĕр, кĕрсе тухма тăрăшатăп, апат пахалăхне тĕрĕслесех тăратпăр. Манăн хĕрача &ccedil;иччĕмĕш класра вĕренет. Ăна пирĕн столовăйĕнче &ccedil;име килĕшет. Ытларах вĕсем хамăр столовăйĕнче тăвакан котлета юратса &ccedil;ие&ccedil;&ccedil;ĕ. Килте те вăл манран шкулти пек тутлă котлет ыйтать&raquo;. Ашшĕ-амăшĕсем паян ачасемпе пĕрле апатланчĕ&ccedil;. Кăнтăрла пăшăхланă пахча-&ccedil;имĕ&ccedil;, пăс &ccedil;инче пĕ&ccedil;ернĕ котлет, яшка &ndash; пĕтĕмпех усăллă витаминсемпе пуян &ccedil;имĕ&ccedil; сĕтел &ccedil;инче. &laquo;Вырăнти столовăйĕнче ачасем валли куллен хамăр тăрăхра ӳстернĕ, экологи тĕлĕшĕнчен паха &ccedil;имĕ&ccedil;сенчен апат хатĕрле&ccedil;&ccedil;ĕ&raquo;, &ndash; палăрта&ccedil;&ccedil;ĕ кунта вăй хуракансем. НАТАЛИЯ ЛУКИНА: &laquo;Пĕлтĕр меню районтан панăччĕ. Кă&ccedil;ал хамăр та кăштах улăштаркаларăмăр. Мĕнле каламалла, хăш-пĕр апата &ccedil;иесшĕнех мар. &Ccedil;авăнпа та эпир нумайрах тăрăшатпăр. Ытларах котлетсем, шницельсем, биточексем. &Ccedil;авнашкал гарнирсене те улăштаратпăр. Пюре, салатсем ытларах пама тăрăшатпăр&raquo;. &laquo;Директорпа пĕрле апатланар&raquo; программа хута кайнă май малашне республикăри кашни шкултах ашшĕ-амăшĕ апат-&ccedil;имĕ&ccedil; пахалăхне тĕрĕслесе тăма пултарĕ. Вĕсем паракан сĕн&yuml;сене шута илни апатлану шайне ӳстерме май парĕ</span></p>