ru24.pro
Новости по-русски
Октябрь
2021

Пурте пурнăçланаймаççĕ

Икĕ пин тăваткал метр çурт-йĕр хута ямалла, ял тăрăхĕсенчи 183 çухрăм çула юсаса çĕнетмелле, 600 çемьене «Ял ипотеки» программăпа пулăшмалла. Палăртнине «Ял тăрăхĕсен комплекслă аталанăвĕ» программăпа килĕшӳллĕн пурнăçлаççĕ. Ялти пурнăç шайне ӳстерес тĕллевпе кăçал кăна республика хыснинчен 5 миллиард тенкĕ уйăрнă. Çак кăтартусемпе республика ертÿçи Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен ларура паллаштарчĕç. Унта пирĕн корреспондент Алексей Зотиов та пулчĕ. Ялсене аталантарма – 1000 ытла проект. Вĕсенчен кашни тĕрлĕ. Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма кăна темиçе программа ĕçлет. Сăмахран, ял ипотеки çинчен калакан программăна пурте хапăл. Юлашки икĕ çулта кăна унта пăхса хунă икĕ миллирад ытла тенкĕпе 1430 çын усă курнă. Ялсен сăн-сăпатне улăштарма, пурнăçа лайăхлатма кашнин тивĕçĕ те, майĕ те пур. Ку тĕлĕшпе «Халăх пуçарăвĕ» программа пысăк витĕм кӳрет. СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Çак программăпа кăçал кăна 929 проект пурнăçа кĕртмелле. Виççĕр вун пĕр проект – çул тăвас енĕпе. 170 ытла проект – коммуналлă инфраструктурăна çĕнетессипе. Унсăр пуçне 70 ытла проектпа усă курса масарсене тирпейлес ыйтăва татса памалла. Ача-пăча валли вăйă лапамĕсем тăвасси тата ытти те ятарлă проектосемпе килĕшÿллĕн пулса пырĕ. Шел пулин те, чылай проекта хăш-пĕр районта пурнăçа кĕртме васкамаççĕ». Хальлĕхе 10 проект пирки лару-тăру Етĕрне, Сĕнтĕрвăрри тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенче тапăçлануллă. Сăлтавĕсем расна – строительство материалĕсем хакланни, пĕрлехи бюджета ял халăхĕ хăй укçине хывма килĕмшменни, подрядчиксем тупăнманни тата ытти те. «Кирек епле сăлтав пулсан та шантарнине пурнăçламаллах», – терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Проектсене пурнăçлама республика енчен нухрат уйăрнă. Анчах вăл ниепле те ĕçлесе каяймасть. Çавăнпа уйăрнă укçана урăх проекта та яма пултарнă. Малашне ĕçе пур енлĕ тишкерсе йĕркелеме сĕнчĕ республика ертӳçи. Алексей Зотиков, Юрий Марков