ru24.pro
Новости по-русски
Октябрь
2021

Куславкка тăрăхĕнче аш-какайра африка чумине тупса палăртнă

Африка чумин вирусĕ çав тери тÿсĕмлĕ: типĕтсен те, шăнтсан та хăвăрт пĕтмест. Инфекциленнĕ сысна ашĕнче вăл 5-6 уйăх упранма та пултарать. Куславкка тăрăхĕнчи пĕр предприяти аш-какайĕнче Африка чумине тупса палăртнă. Какая Саратов тăрăхĕнчен кÿрсе килнĕ. Халĕ предприятие карантина хупнă. Паянхи кун Куславкка тăрăхĕнче инфекциленнĕ аш-какая тĕп тăвассипе ĕç-пуç йĕркеленнĕ. Çак тавар лавккари сентресем çине лекмелле мар. Ытти регионсенчен илсе килнĕ аш-пăша сутлăха кайиччен ветеринарипе санитари экспертизин лабораторийĕнче тĕрĕслеççĕ. ЗОНЯ ВЛАДИМИРОВА: «Пасарсенче лабораторисем аш-какай пахалăхне яланах тĕрĕслесе тăраççĕ. Вĕсене тĕрĕслеме пирĕн документсем «Меркурий» урлă килеççĕ. Документсем тăрăх пирĕн патне килекен выльăхсене, тушкăсене тĕрĕслесе таратпăр». Ятарлă тĕрĕслев витĕр тухсан çеç вырăнти лабораторисенче аш-какая сутма ирĕк паракан хут çырса параççĕ. Кашни сутуçăнах лаборатори талонĕ пулмалла. Шăпах вăл тавар пахалăхне палăртма пулăшать, унпа какай туянакансем те паллашма пултараççĕ