ru24.pro
Новости по-русски
Октябрь
2021

Халăх çыравĕ - самана тĕкĕрĕ

Умри çула такăрлатма пулăшар. Раççейре халăх çыравĕ пуçланчĕ. Вăл çĕршывра кам, ăçта тата мĕнле пурăннине пĕлмелли тĕп çăл куç. Халăхран пуçтарнă информацие тӳрремĕнех çĕршыв статистики йышăнать. Кăтартусем малашлăхра социаллă программăсем хатĕрлеме май парĕç. Çыравра халăха шута илекенсем хуçалăхсене çитрĕç. Вĕсемпе пĕрле пирĕн корреспондент Елизавета Цветкова та Шупашкар районне çула тухрĕ. Çыравçăсене тӳрех паллама пулать. Вĕсем çанăсăр кăвак кĕпе тăхăннă, шарф çыхнă, портфельпе планшет тытнă. Çĕршыв пуласлăхĕ валли кăтартусем пухакансем чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕччен кашни хуçалăха çитме палăртнă. МАРИНА РОМАНОВА: «23 ыйту çын пирки тата 7 ыйту помещени пирки. Планшет çинче программа, унта çăмăлрах. Нимĕнте çырмалла мар». Çынсем тепĕр чух хăйсем пирки хыпар пĕлтерме хăраççĕ. Кун пирки пач та пăшăрханмалла мар. Пур информацие те шанчăклă сыхлаççĕ. Енчен те иккĕленетĕр пулсан çыравçăран документ ыйтма ан манăр. Ку ултавçăсенчен сыхланма пулăшĕ. Унсăр пуçне чăн-чăн çыравçă сиртен нимĕнле документ та кăтартма ыйтмасть. ЕЛЕНА ШИХМАТОВА: «Çынсем мана пĕлеççĕ. Эпĕ вĕсене пĕлетĕп, вĕсем мана шанаççĕ. Эпир виçĕ кун вĕреннĕ, материалсем, методичкăсем илнĕ. Çавсемпе вĕренсе вĕсене вуласа, планшетсемпе ĕçлесе халĕ практика ирттеретпĕр». Кăçалхи çыравăн тĕп уйрăмлăхĕ – цифрăллă технологисемпе усă курни. Ыйтăма виçĕ мелпе хутшăнма май пур. Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа чӳк уйăхĕн 8-мĕшĕччен кашниех патшалăх пулăшăвĕн пĕрлехи порталĕнче электронлă çырава хутшăнма пултарать. Çыравçăсене киле кĕртес теменнисем ятарлă пунктсене хăйсем çитме пултарĕç. Елизавета Цветкова, Анна Цинтовская, Георгий Кривошеин