ru24.pro
Новости по-русски
Октябрь
2021

Паттăр пушар сӳнтернĕ МЧС

Паттăрлăх вăхăчĕ иртсе кайман. Ун валли кирек хăш саманара та вырăн пур. Тĕрĕссипе вара никам та паттăр пулам ха тесе ятарласа шутласа çÿремест. Ку шалта хăв та кĕтмен чухне вăранакан хăват – çын инкекĕнчен пăрăнса ан ирт тесе шалтан хистекен туйăм. Алексей Быковпа та çаплах пулса иртрĕ. Шупашкарти нумай хутлă çуртра пушар тухнине курсан вăл юлташĕпе тÿрех ăна сÿнтерме васканă. Вăл каç Алексей Досай тусĕпе лавккаран тухса урампа чип-чипер пынă. Çын инкекĕ вĕсен канăçлăхне татма пултарасса шутламан та. Анчах унпа куçа-куçан тĕл пулсан çăвар карса та пăхса тăман, пăрăнса та иртмен. Энтузиастсен урамĕнчи пĕр çурт балконĕ çуннине курсан тÿрех сÿнтерме васканă. Алексей Быков труба тăрăх иккĕмĕш хута аллине суранлатса хăпарнă йĕрсем паттăрлăха халалласа лартнă палăк пек халĕ те курăнаççĕ. Хăпарма пулĕ, анчах вута мĕнпе сÿнтерес? Унан юлташĕ Досай машинăра хăварнă пластик савăтсем патне чупнă. Вĕсене Алексее ывăта-ывăта панă. Çапла икĕ тус вут-çулăма алхасма паман, вăхăтра сÿнтернĕ. Ыр ут пуласси тихаран паллă тесе ахальтен каламасть чăваш. Алексей Быков Элĕк тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ. Мĕн ачаран ашшĕ вут-çулăмпа кĕрешекен пулнине курса çитĕннĕ. Хĕрлĕ тĕслĕ машина ăна уйрăмах илĕртнĕ. Шăпа пушар хуралĕн ĕçченĕ пулма пÿрмен пулин те çынна пулăшас текен ăнтăлу чунра яланах хуçаланнă. Кĕсех Алексей патне чрезвычаллă лару-тăру министерствин награди çитмелле. Нимрен те пысăк награда вара ахаль çынсем тав туни. Олег Прокопьев, Игорь Зверев