«Культура сăмахĕ» конкурсра мала тухнă
Чăваш наци телерадиокомпанийĕ – туслă çемье. Çак çемьере телекурав, Чăваш наци радиовĕ, Тăван радио. Телерепортёрсем, радиокорреспондентсем куракан-итлекенпе яланах тачă çыхăнура. Кăсăклă кăларăм хатĕрлес тĕллевпе республикăн тĕрлĕ кĕтесне çула тухаççĕ. Екатерина Ракчеева та хăйен каларамĕсенче ахаль çынсен пурнăçне сăнлать, вĕсем çинчен интереслĕ каласа пама тăрăшать. Çак кунсенче вăл Мускавран таврăнчĕ. Унта ăна Раççей культура министерстви йĕркеленĕ «Культура сăмахĕ» конкурсра çĕнтернĕ ятпа чысларĕç. Юпа уйăхĕнче çĕршыв шайĕнче иртекен «Культура сăмахĕ» конкурса пĕтĕмлетрĕç. Журналистсем хăйсен ĕçĕсене 4 уйăха яхăн ярса панă. Конкурса 70 регионтан 555 ĕç тăратнă. Вĕсене 8 номинацире хакланă: «Чи лайăх интервью, радиокăларăм, онлайн-кăларăмри чи лайăх хайлав. Çавăн пекех чи лайăх пичет кăларăмĕ, видеохыпар, сăн ӳкерчĕк, пост хатĕрлекенсене те чысланă. Малтан вăл хăй çĕнтернине шанман та. ЕКАТЕРИНА РАКЧЕЕВА: «Ачасемпе канмалли кунсенче урамра уçăлса çӳретпĕр. Мускавран эсир «Культура сăмахĕ» проектра çĕнтернĕ тесе шăнкăравларĕç». Чăваш наци радиовĕн корреспонденчĕ Екатерина Ракчеева хăйĕн кăларамĕсене Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансене халаллать. Унсăр пуçне культура темисемпе те тĕллевлĕ ĕçлет. «Ку манăн чун ыйтни», – тет вăл. «Наци проекчĕ» кăларама вăл нумаях пулмасть хатĕрлеме пуçланă. ЕКАТЕРИНА РАКЧЕЕВА: «Пирĕн республикăра та питĕ нумай ĕç туса ирттереççĕ. Ахаль библиотекăсем мар, модель библиотекисем вĕсем. Культура çурчĕсем хитреленеççĕ. Чылай ыйту халăха пăшăрхантарать». Чи лайăх радиокăларăм хатĕрлеме пулăшнăшăн Екатерина ĕçтешĕсене тав тăвать. «Сумлă конкурсра çĕнтерни мана малалла тата та тăрăшуллăрах ĕçлеме хистет», – тет радиожурналист. ЕКАТЕРИНА РАКЧЕЕВА: «Çакăн пек çӳллĕ шайри çĕнтерӳ пĕрремĕш. Декрет отпускĕнчен тухса çакăн пек çитĕнтерĕве çĕнсе илни маншăн пĕлтерĕшлĕ. Лăпланса лармалла мар, яваплăха хушать»