Йывăç лартасси – йышпа тумалли ĕç
150 çулхи çавра çула халалласа – 150 йывăç. Çакнашкал акци йĕркелесе тавралăха ешĕллетме тĕллев лартнă Чăваш Республикин Наци вулавăшĕн ĕçченĕсем. Ырă пуçарăва кĕнеке управçисемпе пĕрле пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те хутшăнчĕ. Кĕнекене пĕччен те, йыш илтмелле саспа та вулама пулать пулсан, йывăç лартасси вара – пĕр çын ĕçĕ мар. Çакна Чăваш наци вулавăшĕнче тăрăшакансем те лайăх ăнланаççĕ. Кулленхи ĕçре вĕсен чылай хут, хаçат-журнал, кĕнеке алла тытма тивет. Çапах çак ăс-тăн паракан пуянлăха вулакан патне çитерме темĕн чул йывăç кирлĕ. РОЗА ЛИЗАКОВА: «150 çула халалласа 150 тĕп йывăç лартма шутларăмăр, вĕсем каштансем пулаççĕ. Паллах, пирĕн коллектив кунта килсе, пăхса, асăрхаса тăрĕ. Пăрахса хăвармăпăр аллейăна». Йывăç лартасси – авалтан пыракан йăла. Вăл темиçе ăрăва, йăх-несĕле çыхăнтарать. Хальхинче пĕрлĕхлĕ ĕç çутçанталăка тав туса упрама май панипе пĕрлех вулавăш ĕçченĕсен туслăхне те çирĕплетрĕ. КОНСТАНТИН САМОХВАЛОВ: "Ботаника сачĕн ячĕ илтĕнсе тăтăр Шупашкар хулинче тесе шухăшлатпăр эпир. Çавăнпа пирĕн ĕмĕтсем пысăк, шухăшсем аякка çити кайиччен тăрăшу пирĕн куç умĕнчех пултăр». Кунсем иртсен, çулсем хыçа юлсан каштан йывăçĕсем аллейăра уçăлса çÿрекенсене кĕнеке управçисем çинчен аса илтерĕç. Юлия Адюкова, Рената Волкова, Георгий Кривошеин