ru24.pro
Новости по-русски
Октябрь
2021

Çынна çăлма пултарнă

Инкек куçа курăнса килмест. Кĕтмен çĕртен мăйран çĕçĕпе чикме те пултараççĕ. Çакăн пек пăтăрмахлă лару-тăру Шупашкар урамĕнче юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче сиксе тухнă. Çынсене 43-ĕш маршрутпа турттаракан 23 çулхи водитель пĕр самантра пурнăçпа вилĕм хушшине кĕрсе ÿкнĕ. 7 сехет те 30 минутра Шупашкарти Фучик урамĕпе пыракан 43-мĕш маршрут автобусĕ çул варринче кĕтмен çĕртен чарăнса ларнă. Руль умĕнче – Петр Николаев, вăл çынсене кăларма пуçланă. Унпа инкек пулса иртни видеора курăнмасть, çапах та хĕрлĕ куртка тăхăннă хĕрарăм хăйне ăнланмалла мар тытни сисĕнет. Пĕрремĕш тухса каять – кăшт вăхăт иртсен каялла килет. ПЕТР НИКОЛАЕВ: «Богданка остановкинче хĕрача мала ларчĕ. Эпĕ тапранса кайрăм. Хыçала укçа пама çаврăнтăм та мана ăнсăртран чикрĕ. Укол турĕ-и тетĕп? Машинăна васкавлă чартăм та хĕрарăм тухса кайрĕ». Хыçран пыракан тепĕр машрут транспорчĕ васкавлă чарăннипе çеç 23 çулти каччă сывă юлнă. АЛЕКСЕЙ НИКАНДРОВ: «Раципе илтрĕм пулăшу ыйтнине – хыççăнах чарăнса пырса лартăм. Машина мала ан кустăр тесе хамăнне маларах лартрăм». Арçын çухалса кайман, тӳрех васкавлă пулăшу панă. Аптечка илме хăй автобусне чупнă, çав хушăрах реанимобиль машинине чарнă. Çĕçĕпе чикнĕ водителе республикăри клиника больницине леçнĕ. Операци тунă хыççăн ăна реанимацирен ахаль палатăна куçарнă. ПЕТР НИКОЛАЕВ: «Леша 10 çеккунтран çитрĕ те пулăшрĕ. Тавтапуç ăна пулăшнăшăн». Шупашкарти çул çинче инкек тухни çинчен республикăра пурăнакансем тĕрлĕ социаллă тетелте сӳтсе явнă. Пурте унта Алексея мухтаса, чăн-чăн арçын, паттăр тесе пĕлтернĕ. Элĕк районĕнче çуралса ӳснĕ Алексей Никандров 13 çул руль умĕнче, кунсерен çынсене турттарать. Паян ăна паттăрлăхшăн – Шалти ĕçсен министерствин Чăваш Енри управленийĕнче Общество Канашĕн ятарлă паллипе, Тав хучĕпе, парнепе – çĕнĕ видеорегистраторпа чысларĕç. Раççей следстви комитечĕн Чăваш Енри следстви управленийĕн ĕçченĕсем 28 çулти ашкăнчăклă шухăшлă хĕрарăм тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна кăçалхи раштав уйăхĕн 11-мĕшĕччен ирĕкрен хăтарнă. Следстви малалла пырать