ru24.pro
Новости по-русски
Октябрь
2021

Владимир Егоров Чăваш наци радиовĕн аслă редакторĕ конкурсра палăрнă

Ял тăрăхĕнчи халăх паянхи кун мĕн ĕçлесе пурăнать? Унта мĕнлерех производствăсем хута каяççĕ? Çак тата ытти вун-вун ыйтăва кунсерен çутатать пирĕн ĕçтеш, Чăваш Ен наци радиовĕн аслă редакторĕ Владимир Егоров хăйĕн «Ялтан яла» автор кăларăмĕнче. Çак кунсенче унăн ял пурнăçне сăнлакан кăларăмсен ярăмĕ пĕтĕм Раççейри конкурса çĕнтерчĕ. Çулла-и, хĕлле-и – çулталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те ял çыннин ĕçĕ пĕтмест. Пирĕн ĕçтешĕн, Владимир Егоров журналистăн та çавнашкалах. Пĕр-пĕр хуçалăхра тыр-пул пухса кĕртеççĕ-и, çĕр улми кăлараççĕ-и е урăх ĕç тăваççĕ – çак пулăмсене хăй куçĕпе курса, вырăна çитсе пуян репортажсем хатĕрлет вăл. Кăçал та радиоитлекенсем «Ялтан яла» ярăмри çĕнĕ кăларăмсене итлесе киленеççĕ. Вĕсенчен хăшне-пĕрне журналист Раççей кооперацийĕ 190 çул тултарнине халалланă. ВЛАДИМИР ЕГОРОВ: «Эпĕ хам та ялта ÿснĕ çын, çавăнпа та мĕн ачаранах эпир ял пурнăçĕнче, пирĕншĕн райпо лаввки мĕнлерех пысăк вырăн йышăннине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Вăл кăшт хăйне май воспитани те панă, лавкка вăл йĕркелĕхе тытма тăрăшать, çамрăксенче, ял çыннисенче те». Раççейри потребительсен кооперацийĕ ирттернĕ пултарулăх тупăшăвне 10 ытла регионти калем, теле тата радио ăстасем хутшăннă. «Унта çĕнтерни малашне те хавхаланса ĕçлеме хистет», – палăртать Владимир Егоров. Юлия Адюкова, Татьяна Трофимова, Cергей Емельянов