ru24.pro
Новости по-русски
Октябрь
2021

Пултарулăх анинче чи хастаррисем

Çулсерен массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракан журналистсем хушшинче «СМИротворец» пултарулăх конкурсĕ иртет. Унта хаçат-журнал ĕçченĕсем те, телевиденипе радио тытăмĕнче тăрăшакансем хутшăнаççĕ. Чăваш Ене Атăлçири тăрăхĕн тĕрлĕ регионтан çак ăмăртура палăрнă ĕçтешсем килсе çитрĕç. Çавра сĕтелсем, ĕçлĕ тĕлпулусем пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе паллашма май парĕç. Конкурсăн пĕрремĕш кунĕнче аякран килнĕ хăнасем вара республикăн илемĕпе, паллă вырăнĕсемпе паллашма та вăхăт тупрĕç. «СМИротворец» конкурса калем ăстисем хăйсен тăван халăхĕпе, культурипе, тĕрлĕ халăхăн кун-çулĕ, тĕрлĕрен тĕнпе пурăнакансен туслă хутшăнăвĕпе çыхăннă ĕçсене тăратнă. Пĕтĕмĕшле конкурса 1300 ĕç çитнĕ, хутшăнакансене 5 номинацире чыслĕç. Конкурс лауреачĕсем пирĕн регионта хăнара пулнă май Шупашкар хулин илемĕпе паллашрĕç. Каярах вара Шуршăлти Космонавтика музейĕнче пулса курчĕç. АЛЕКСАНДР ТУКМАКОВ: «Паян çак конкурсра хутшăнакан ушкăн вăл. Андриян Григорьевич мемориал комплĕксĕ. Кунта ăна пытарнă, кунта выртать. Ăна нумайăшĕ пĕлмеççĕ. Паянхи килнĕ ушкăн вĕсене паян, чăнах та, каласа параççĕ». Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, икĕ хут Совет Союзĕн паттăрĕ ята тивĕçнĕ Андриян Николаев летчик-космонавт çуралнă ялĕ, ун ячĕпе çĕкленĕ Космонавтика музейĕ, мемориал комлексĕ журналистсене тĕлĕнтерчĕ. Пурте тулли кăмăлпа экспонатсене сăнарĕç. ЮЛИЯ АБДУЛЛИНА: «Питĕ кăмăллă музей. Тĕрĕссипе, эпĕ пĕлмен те, 3-мĕш космонавт сирĕн ентеш пулнине. Кунта питĕ интереслĕ курав лапамĕ, мемориал вырăнĕ, вăл ÿснĕ тавралăх. Çав вăхăтрах космос пирки те çав тери кăсăклă та калăпăшлă хыпарпа паллашма пулать». Пирĕн тăрăхри паллă вырăнсем ытти регионти журналистсемшĕн кăсăклă пулчĕç. Тепĕр хăйнеевĕрлĕ, илĕртÿллĕ те çав вăхăтрах сăваплă вырăн – Çĕрпӳри Тихвин мăнастырĕ пулчĕ. Унăн историйĕ, çав вăхăтрах архитектура илемĕ аякри хăнасене уйрăмах тыткăнларĕ. «Кунта чуна лăплантаракан, хавхалантаракан, çураçулăх парнелекен тĕлĕнмелле вăй-хăват вырăнĕ пулнăн туйăнать», – палăртрĕç аякри хăнасем. ОЛЬГА ФАРХУТДИНОВА: «Монастырь илемĕ чуна пырса тиврĕ. Кунта тĕлĕнмелле аваллăх сĕмĕ. Куççуль те тухрĕ. Кун пек вырăнсенче пулнă чух чун тасалать тейĕн. Чăн та, чуна пырса тиврĕ». Илемлĕ вырăнсемсĕр пуçне аякри хăнасем Чăваш халăхăн техĕмлĕ те тутлă апат-çимĕçне ас тиврĕç. Чăваш апачĕ пирки кăсăклă пулăмсемпе те паллашрĕç. ВАЛЕНТИНА МИХАЙЛОВА: «Техĕмлĕ чăваш апачĕпе – какай шӳрпипе хăналатпăр, хуран кукли. Хуран куклине эпир питĕ юратса, ăшран тутлă турăмăр. Хуран кукли пирĕн тăпăрчăпа, çăмартапа. Техемлĕ чей ĕçтеретпĕр». Кукеç поселокĕнчи Бичурин ячĕпе хисепленекен музейри экспонатсем те калем ăстисене тĕлĕнтерчĕç. Ăста куçĕ вара ăста куçĕех. Кунта кăсăклă кăларăмсемпе хăйнеевĕрлĕ материл хатĕрлеме аван пулнине палăртрĕç хăнасем. Чăваш тĕррин музейĕ вара чăваш халăхĕн кун-çулĕпе, тум-тирĕпе, эрешĕпе тĕплĕнрех паллашма май пачĕ хăнасене. Тĕрĕ – аваллăх палли – чăваш тĕнчин пĕр пĕчĕк çеç пайне путма май парнелерĕ. Хавхалану туйăмĕпе калем ăстисем конкурс пĕтĕмлетĕвне кĕтĕç. Çĕнтерÿçĕсене сумлă парнесемпе, хисеп хучĕсемпе чыслĕç