ru24.pro
Новости по-русски
Октябрь
2021

Тĕрлĕ çĕр-шывпа Чăваш Ен суту-илӳ тăвать

Китайра пурăнакансем чăх ури вырăнне шапа ури ыйтма ытларах пуçланă. Çавăн пекех канихвет, хăмла, кăçатă, чăваш шывне кăмăллаççĕ Казахстанра, Беларуçра, Германире. Чăваш Енĕн тăхăр уйăхри суту-илӳ пĕтĕмлетĕвĕсем çапларах. Тĕнчери суту-илӳ сентри çине тухма хăйнеевĕрлĕ тавар кирлĕ. Вăл паха йышши пулнисĕр пуçне маркетинг тĕлĕшĕнчен питĕ ăста ĕçлемелле. Çав тĕллевпе Чăваш усламçисем Чăваш Енри экспорт пулăшăвĕн центрне çул тытаççĕ. Оксана Молофеева, калăпăр, кăçатă ăсталама пуçланă. Вĕсен çемйи çак услампа 30 çул ĕçлет ĕнтĕ. Германи, Австри çыннисем чăваш кăçаттипе çӳрессине шутламан та вăл. Çулталăк пуçланнăранпа 9 уйăхра 215 вăтам тата пĕчĕк предприяти Чăваш Енри экспорт пулăшăвĕн центрĕнче çăмăллăх илме пултарнă. Вĕсенчен 32-шĕ ют çĕр-шывпа суту-илӳ тăвать халь. Ытларах экспорт тăвакансем хими промышленноçĕпе ĕçлеççĕ. Регина Кубайкина, Ольга Алексеева, Павел Иритков