ru24.pro
Новости по-русски
Октябрь
2021

Архивсем цифра мелĕсемпе тухăçлă усă кураççĕ

Чăваш Республикин патшалăх историйĕн архивĕ йĕркеленнĕренпе кăçал 80 çул. Унăн пурлăхĕнче 1 миллион те 200 000 ытла документ, 37 000 сăн ӳкерчĕк упранать. Раççейри чи пысăк архивсенчен пĕри шутланать вăл. Шупашкар 550 çул тултарнă, Чăваш автономине йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалланă куравсен, нумай кĕнеке никĕсĕнче – архив материалĕсем. Кăçал çак тытăмра тăрăшакансем Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакан паттăрсен ĕçĕ-хĕлне уçăмлатассипе нумай вăй хунă. Хальхи вăхăтра архивистсен те цифра технологийĕсемпе туслашма тивет. Çĕнĕлĕх пурнăçа мĕнле кĕрсе пынине, малашнехи аталану çул-йĕрне ытти регионтан килнĕ ĕçтешсемпе конференцире сӳтсе яврĕç. «Архив – питĕ хăйнеевĕрлĕ тытăм. Çак йывăр та кăткăс ĕçе пĕрре кӳленсен нимле те уйрăлма çук», – тет Чăваш Республикин патшалăх историйĕн архивĕнче 30 çула яхăн вăй хунă Анатолий Выйкин. АНАТОЛИЙ ВЫЙКИН: «Ун чухне 7-8 çын пыратчĕ. Паянхи кун архив – центр. Унта истори те, çын пурнăçĕ те. Унта аталану, пирĕн республика аталанни, колхозсем, ялсем аталанни. Пурте унта пухăнса тăраççĕ. Çавăнпа çав тери интереслĕ вăл». Архивра нумай çул тăрăшса ĕçлекенсене Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова чысларĕ. Пушкăрт, Мари, Удмурт Республикисенчен, Чĕмпĕр, Пенза, Самар облаçĕсенчен тата ытти регионти хăнасем Чăваш Енри патшалăх истори архивĕн ĕçĕ-хĕлне пысăка хурса хаклаççĕ. Цифра технологийĕсемпе усă курасси те çӳллĕ шайра аталанса пырать теççĕ. ЛЮБОВЬ ЗАРУБИНА: «Чулхула облаçĕпе Чăваш Ен çывăхра вырнаçнăран пирĕн истори докуменчĕсенче те интереслĕ пулăмсем нумай. Чăваш çĕрĕсем пирĕн облаç шутне кĕнипе те çыхăннă ку». Шупашкара килнĕ хăнасем хăйсен кулленхи ĕçĕпе те паллаштарчĕç. Сăмахран, Пушкăрт Республикинчи архивистсем унти управăшĕсенче халăх йăх-несĕлне, ял-хулара та кам хăçан пурăннине сăнласа, уçса паракан «ревизские сказки» текен документсем нумаййине калаççĕ. Вĕсене тишкерсе-пухса электронлă кăларăмсем хатĕрленĕ. Цифра мелĕсене ытти регионсенче те ытларах та ытларах алла илеççĕ. Регина Кубайкина, Юрий Марков