ru24.pro
Новости по-русски
Октябрь
2021

Шырава хатĕр

Челябинск облаçĕнче çулран çул шкул ачисем йышĕнче «Шырава хатĕр» тупăшăвĕ иртет. Раççей шайĕнчи ăмăртăва Чăваш Енрен вĕренекенсем те хутшăнаççĕ. Шупашкарти 40-мĕш шкулти «Беркут» шырав отрячĕ ку тупăшура çулсеренех палăрать. Малтан «Берет» çарпа патриот клубĕ, 2017-мĕш çултан «Беркут» шырав отрячĕ. Ячĕ тата ушкăнăн ĕçĕ-хĕлĕ улшăннă пулсан та вĕсене пĕр япала пĕрлештерет – аваллăх. Никама та манман, нимĕн те манăçман. Çакна мала кăлараççĕ те çамрăксем. Аня Патеева 3 çул ĕнтĕ ку ушăнра. Апла пулин те пике кашни çулах çĕннине пĕлнине, илĕртмелли пулăмсем йышлансах пынине хавхаланса каласа парать. Виçĕ кунра пĕтĕмĕшле хатĕрленсе çула тухмалла, шырав ĕçĕсем ирттермелле, тасатмалла, тĕпчемелле, мĕн тупнине видео ӳкерсе социаллă тетелте вырнаçтармалла – пурне те тума ĕлкĕрет вăл. Пикене архивра нумай вăхăт ирттересси те хăратмасть, тепĕр майлă, хавхалантарать. Кăçал вăл хăйĕн вĕрентекенĕпе кĕнеке управçинче тасатнă-тирпейленĕ чухне 324-мĕш стрелоксен дивизийĕ пирки нумай пĕлет. Аваллăхпа паллашни ăна тата шырав ушкăнĕн ытти пайташне Раççей шайĕнчи тупăшура самай пулăшать. Акă, Чебаркульти çар гарнизонĕнче йĕркеленĕ «Шырава хатĕр!» тупăшура та ку пĕлӳ кирлĕ пулнă. МАРИНА ЗАЙЦЕВА: «40-мĕш шкулта «Беркут» шырав отрячĕ ĕçлет. Унта аслă класра вĕренекенсем çӳреççĕ. Хастар шыравçăсем Челябинск облаçĕнче конкурсра 2-мĕш вырăна йышăнчĕç. Малалла та шырав отрядне ăнăçусем сунатпăр». Ушкăна çӳрекенсенчен нумайăшĕ кĕçех шкул çунатти айĕнчен те тухаççĕ. Апла пулин те çамрăксем пăшăрханмаççĕ – май пулнă таран малашлăхра шыравпа тĕпчев ĕçĕсене хутшăнма палăртаççĕ. Алина Сусметова, Екатерина Никитко, Игорь Зверев