ru24.pro
Новости по-русски
Октябрь
2021

Çăлавçăсем инкеке сиреççĕ

Ишĕлчĕкрен васкаварлă çынсене туртса кăлармалла. Алхасма пуçланă пушара сӳнтермелле. Республикăри çăлавçăсен паян Шупашкарти пĕрлешӳри синкерлĕ лару-тăрăва пĕтермелле. Чăваш Ен тĕп хулинчи пĕр пĕрлешӳре пысăк инкек. Коммуналлă хуçалăхпа энергетика тытăмĕ юрăхсăра тухнă. Йĕри-тавра çулăм алхасать. Бетон стена ишĕлнипе тухмалли çул хупăннă. Шала пĕрлешӳре вăй хуракан пин çын тăрса юлнă. 46 çын ишĕлчĕк айне лекнĕ, вĕсен сывлăхĕ хăрушлăхра. Шел, 12 çын пурнăçĕ те татăлнă. Ĕç-пуç кăткăс. Кĕске вăхăтра нумай çивĕч ыйтăва татса памалла. Раççейĕн синкерлĕ лару-тăру министерствин Чăваш Енри управленийĕн аэромобильлĕ ушкăнне васкаварлă чĕнсе илнĕ. Унта 25 техника тата 100 ытла çын кĕрет. Телее, ку вĕрентӳ çеç. Апла пулин те яваплисем хăйсен тивĕçне çӳллĕ шайра пурнăçлаççĕ. Паян тĕрĕслевре нумай тар тăкни ыран чăн-чăн инкек пулсан çăмăллăх кӳрет», – çапла палăртаççĕ çăлавçăсем. Ку вĕрентӳре çулăмпа кĕрешекен çĕнĕ йышши техникăпа та усă кураççĕ. МАКСИМ МОРОЗОВ: «Çак машинăпа питĕ чаплă та хăтлă. Унпа пушар сӳнтернĕ вăхăтра тата инкек-синкеке лекнĕ самантра усă куратпăр. Çак машинăпа кĕрсе тухмалли çук çĕре кĕрсе тухма пултаратпăр. Ун çине 100 метр таран сирпĕтме пултаракан насос лартнă». Шухăшласа кăларнă çак инкеке сирсе яма республикăра 3 000 çынна, 500 ытла техникăна явăçтарчĕç. Алина Сусметова, Родион Архипов, Павел Иритков