ru24.pro
Новости по-русски
Октябрь
2021

Вĕрентӳ иртрĕ

Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче ирхине ултă сехетре Чăваш Республикин гражданла оборона тата синкерлĕ лару-тăру ыйтавěсемпе ěçлекен патшалăх комитечěн ĕçченĕсене инкек сиксе тухнине пĕлтернĕ. Çак хыпара илтсенех йĕркелĕх хуралĕнче тăрăшакансем тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ васкавлăн пĕрлехи ларăва пухăнчĕç. Çĕршывĕпех иртекен гражданла оборонăпа штаб хатĕрленĕвĕ Чăваш Енре çапла пуçланчĕ. Вăл икĕ тапхăрпа иртет. Ирхине ултă сехетрен пуçласа 10:40 минутчен пур тăрăхра та «Раççей Федерацийĕнчи халăха хӳтĕлемелли плана» ĕçе кĕртмелле. Чăваш Енре ку хыпара республикăри гражданла оборона тата синкерлĕ лару-тăру ыйтăвěсемпе ěçлекен патшалăх комитечěн ертӳçи Олег Яковлев пĕлтерчĕ. 10:40 минутран пуçласа вара республикăра мирлĕ вăхăтран «вăрçă саманине» куçас пулсан ертӳлĕхпе халăх хăйне мĕнле тытмаллине вĕрентрĕç. Кун каçа икĕ хутчен Чăваш Енри 115 сирена тата хытă кăшкăракан хатĕр «Пурте тимлĕ пулăр!» тесе янраттарчĕç. Çакăн йышши вĕренӳсене республикăра тăтăшах ирттереççĕ. Çапла майпа сасă кăларакан ятарлă хатĕрсене тĕрĕслеççĕ. Вĕрентӳ çавăн пекех тĕрлĕ шайри ертӳçĕсем синкерлĕ лару-тăру вăхăтĕнче çынсемпе мĕнле ĕçленине кăтартса памалла. Алина Сусметова, Юрий Марков