ru24.pro
Новости по-русски
Октябрь
2021

Петр Егоров çуралнăранпа 290 çул

Питĕрти тĕнчипе паллă архитектура палăкĕсем пирĕн ентешĕн сумлă ячĕпе çыхăннă. Çак илемĕн авторĕ Петр Егоров архитектор, кăçал вăл çуралнăранпа 290 çул. Ăна халалласа республикăра тĕрлĕ куравсем, конференцисем иртеççĕ. Вĕсенчен пĕри паян Чăваш наци вулавăшĕнче пулчĕ. «Родом я чувашенин, вывезен в малолетстве господином генерал-майором артиллерии князем Дадиановым в Москву», – тесе çырнă тăлăха тăрса юлнă Петр Егоров хăй çинчен. Унра ыттисенчен уйрăлса тăракан пултарулăх тапса тăнине тӳрех сиснĕ аслă ĕçтешĕсем. Малтанах Петр Егоров хăйнеевĕрлĕ ĕçсем пурнăçлама тăрăшнă. Унăн пĕрремĕш проекчĕ – Çветтуй Турă Амăшĕн Успени чиркĕвĕ. 1766-мĕш çултан пуçласа вăл çурт-йĕрсен император кантурĕ çумĕнчи шкула ертсе пынă. Сумлă ентеш тĕрлĕ хулана илем кӳртессишĕн ырми-канми тăрăшнă. Çавăнпах кăçалхи кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче Санкт-Петербургри Совет урамĕнчи ятсăр бульвара чăваш скульпторĕн ятне пама йышăннă. Культурăпа истори эткерлĕхĕн «Ăрусен астăвăмĕ» Петр Егоров ячĕллĕ фонд ĕçлет. Çĕршывĕпе паллă архитектора халалласа кĕнеке пичетленĕ. Чăваш наци музейĕнче курав уçăлнă, Вулавăшсенче конференцисем иртеççĕ. Питĕрти ентешсем те çамрăк ăрăва унăн сумлă ĕçĕсемпе паллаштарассишĕн нумай ĕç туса ирттереççĕ. Сăмахран, Христос çуралнине халалланă чиркӳ çуртне те вăлах калăпланă пулнă. Совет саманинче чиркĕве тĕпĕ-йĕрĕпе аркатнă пулин те, паянхи кун вăл Турра ĕненекенсене çĕнĕрен хăпартнă çуртра йышăнма пуçларĕ. Унăн проекчĕпе çĕнĕрен çĕкленĕ Христос çуралнине халалланă чиркӳ Питĕр хулине илем кӳрет, хăйĕн мăнаçлăхĕпе тыткăнлать. Хĕллехи кермен, Мрамор керменĕ, Çуллахи сад карти. Чăваш зодчийĕн ĕçĕсемпе мăнаçланмалли вырăнсем тата та пур. Çавăнпа сумлă, паллă ентешсене халалланă çулталăкпа, 2022-мĕш çулта, чăннипех, Петр Егоров ячĕ пĕрремĕшсенчен пĕри пуласса никама та иккĕлентермест. СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Петр Егоровăн ячĕ чăваш халăхĕшĕн питĕ сумлă ят. Вăл чăвашсенчен пĕри кам Раççей шайне тухса чăваш ятне чапа кăларнă темелле. Ун пирки Чăваш Енре çамрăксене каласа парас тесе тĕрлĕ конференцисем, выставкăсем иртеççĕ. Эпир архитекторсемпе, историксемпе пĕрле ĕçлесе тата малалла, çĕнĕ ĕçсем тăватпăр». Регина Кубайкина, Екатерина Шиверова, Юрий Марков, Павел Иритков