ru24.pro
Новости по-русски
Октябрь
2021

Ылтӑн кӗркунне-2021" курав

Паян çӗршывӑн тӗп хулинче ял хуҫалӑх ҫитӗнĕвĕсемпе паллаштаракан "Ылтӑн кӗркунне-2021" курав пуçланчӗ. Унта яланхи пекех Чăваш Ен делегацийĕ те хутшăнать. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ Мускавран хыпарлать. Мускав облаçĕнчи «Патриот» паркра Раççейри тата ют çĕршыври ял хуçалăх тытăмне сăнлакан 100 яхăн экспонент вырнаçнă. Курава Раҫҫей Правительствин председателĕн çумĕ Виктория Абрамченко тата çĕршыври ял хуçалăх министрĕ Дмитрий Патрушев уçрĕç. Регионсем хатĕрленĕ куравпа паллашрĕç. Ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакан пултаруллă ĕçченсене патшалăх наградисем парса хавхалантарĕç. Агропромышленность тытăмĕнче ĕçлекенсене патшалӑх енчен малашне те пулӑшу пулӗ. Кӑҫал ҫӗр ӗҫченне ҫанталӑк хӗрхенмерӗ. Пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑран чылай регионти предприяти шар курчӗ. «Ҫухату пысӑк пулни хаксене ӳстермелли сăлтав пулмалла мар», – палăртрĕ çĕршыври ял хуçалăх министрĕ Дмитрий Патрушев. «Ылтăн кĕркунне» курава хутшăнас текенсен шучĕ çултан çул ӳссе пырать. Вăл выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсене, пахча-çимĕç çитĕнтерекенсене тата продукци туса илекенсене çеç пĕрлештермест. Унта пĕтĕмĕшле ял аталанăвне тимлĕх уйăраççĕ. Пирĕн республикăн та ку енĕпе мĕн сĕнмелли пур. Курав кунӗсенче Чӑваш Енри ял хуҫалӑх министерстви республика шӑпишӗн пӗлтерӗшлӗ килӗшӳсем алӑ пусса ҫирӗплетӗ. Унсӑр пуҫне тĕрлĕ тăрăхри экспертсем агропромышленноç комплексĕнчи йывăрлăхĕсемпе аталану çул-йĕрне сӳтсе явӗҫ