ru24.pro
Новости по-русски
Октябрь
2021

Пĕлтерĕшлĕ ыйтусем

Вĕрентӳ çулĕ пуçланнăранпа вăхăт чылай иртрĕ. Апла пулин те хăш-пĕр шкул ачисем халĕ те парта хушшине ларайман-ха. Юсав тата строительство ĕçĕсене тĕрлĕ чăрмавсем ура хунă май хăш-пĕр объектсенче ĕçсем вăраха тăсăлса каяççĕ. Çак ыйтăва Правительство çуртĕнче тунтикунсерен иртекен ларура тимлĕх уйăрчĕç. Кăçал шкулсене тата ача-пăча пахчисене тĕпрен юсас ĕç тимлĕхре. Вĕренÿ çурчĕсене хăпартасси те тĕпре. Апла пулин те, объектсене хута яриччен тĕрлĕ чăрмавсем сиксе тухаççĕ. Муркаш районĕнчи Кашмаш ялĕнче çĕкленекен шкула ачасем авăн уйăхĕн 1-мĕшĕчне каймаллаччĕ. Анчах та кунта паянхи кун та строительство ĕçĕсем пыраççĕ. «2-мĕш чĕрĕкре ачасем парта хушшине ларĕç», – шантарать подрядчик. Элĕк салинче ача-пăча пахчинче те ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Çитес вăхăтра вăл алăкĕсене уçмалла. «Тĕп хуламăрти «Благовещенски» микрорайонта вара ача садĕнче ĕçсен 50 процентне кăна пурнăçланă-ха», – палăртрĕ ларура Чăваш Республикин вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Димитрий Захаров. Республикăра 89 вĕрентӳ çуртĕнче тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттерме пĕтĕмĕшле 2 миллиарда яхăн укçа-тенкĕ тăкакланă. Паянхи кун 58 объектра ĕçсем вĕçленнĕ