Çĕнĕ культура çурчĕсем, уçăлаççĕ
Олег Николаев Канаш, Комсомольски, Патăрьел районĕсенче пулнă май патшалăх программисен ĕçне хак пачĕ. Пĕр ялта клуб уçăлчĕ, тепринче - лаша ферми. Каçалсем вара çĕнĕ урам çĕклеççĕ — çакă йăлтах ялти халăхăн пурнăçне хăтлăрах тума пулăшать.