ru24.pro
Новости по-русски
Март
2023

Ĕç укçине вăхăтлă памалла

Кашни çын ĕçленĕшĕн лайăх укçа илес тет. Анчах та хăш чухне ĕçпе тивĕçтерекенсем шалу тӳлемесĕр парăма кĕрсе каяççĕ. Сăмахран, пĕр пĕрлешӳре çеç 13 ĕçлекене 550 000 тенкĕ таран парса татман. Çакнашкал предприятисен ĕç-хĕлне паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи комисси ларăвĕнче сӳтсе яврĕç.

Çулталăк пуçламăшĕнчипе танлаштарсан, парăм укçи 449 000 тенкĕ чакнă. Кунта ĕç укçине вăхăтлă панине тишкерсе тăракан организацисен ĕçĕн витĕмĕ пур. Кăçал икĕ уйăхра çеç яваплисем 201 хутчен çула тухнă. Ĕçпе тивĕçтерекен ултă çынна административлă явап тыттарнă, 21-шне вара асăрхаттарса хăварнă – çакă тĕрĕслев кăтартăвĕ. 127 ĕçлекене 7 миллион ытла тенкĕ парса татмалла тунă. Ларăва хутшăнакансем ĕçе саккуна пăхăнса йĕркелеменнисем тĕлĕшпе те ыйту çĕклерĕç. «Конвертри укçа», «сăрă шалу» тата ытти те – тупăша туллин кăтартманнисем пур-ха. Сăмах май, Йĕпреç тăрăхĕнче йĕркене пăхăнса тăрăшаççĕ.

ИГОРЬ СЕМЕНОВ: «Паянхи куна илсен, Йĕпреç муниципаллă округ тăрăхĕнче шалăва тӳлемен предприятисем статистикăпа çук. Анчах та республикипе каласан, ĕçлекенсене документпа ĕçе йышăнман тĕслĕхсем пур, е вĕсем сахал ĕçлеççĕ тесе кĕртеççĕ. Пĕрремĕш ыйту сиксе тухать хăйсен ĕçлекенсен патне – мĕншĕн-ха вĕсене сахал вăхăтпа ĕçлеттереççĕ тесе. Мĕншĕн тесен социаллă гарантисем тетпĕр, çавсене илме вăхăт çитсен çавсене илеймеççĕ».

Ырă тĕслĕх, çавна май Чаваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Йĕпреç муниципаллă округне сăнав пек илме сĕнчĕ. Кунта ĕçлĕ ушкăн йĕркелĕç. Вĕсем вара суту-илӳ тăвакансем патне çӳресе йĕркене пăснă тĕслĕхсене палăртĕç. Ятарлă ушкăна налук инспекторĕ, полици тата прокуратура ĕçченĕсем тата ыттисем те кĕрĕç. Çывăх вăхăтра вăл ĕçлеме пуçламалла, тепĕр икĕ уйăхран вара унăн кăтартăвĕсем те курăнĕç.