Урам хĕррипе утмалли çулсене тăваççĕ
Шупашкарти Граждански урамĕнчи çул-йĕр халăха чылай калаçтаракан объектсенчен пĕри пулса тăчĕ. Хальхи вăхăтра унта транспорта çӳреме май туса панă, анчах реконструкци ĕçĕсем хыççăн урам хĕррипе утмалли çулсене йĕркене кĕртсе пĕтереймен-ха. Çак çивĕч ыйтăва Шупашкар хула администрацийĕн ертӳлĕхĕ тимлĕхре тытать. Унта туса ирттермелли малаллахи ĕçсене вырăна çитсе тишкерчĕç.
Çуркунне юр ирĕлнĕ май тĕрлĕ çӳп-çап тата ытти тасамарлăх куç умне тухать. Реконструкци ĕçĕсем ирттерекен вырăнта вара лару-тăру тата та çивĕчленет. Граждански урамĕ çывăхĕнче çуран çӳреме тата халăх транспорчĕн чарăнăвĕсем патне çитме чăрмавлă ан пултăр тесе каçăсем йĕркелеççĕ. «Анчах та ку çеç çителĕклĕ мар», – палăртрĕ Шупашкар хула администрацийĕн ертӳçи Денис Спирин. Юсав ĕçĕсем ирттерекен тапхăр халăха транспортпа пахалăхлăн усă курма чăрмантармалла мар. «Чăваш Енри çулсем» пĕрлешĕвĕн ертӳçи Виталий Земсков каланă тăрăх, тепĕр 2 эрнерен тротуарсене йĕркелеме тытăнма пуçласшăн. Унччен вара çӳп-çапсене пуçтарса тасатмалла.
ВИТАЛИЙ ЗЕМСКОВ: «1-мĕш июльччен пирĕн çакăнта ĕç вĕçленет. Ĕçсем нумай юлмарĕç. Пăтăрмахсем, паллах, вĕсем пур. Пирĕн сулахай енче кабель сиксе тухрĕ, проектра çук вăл. Эпир ăна шутласа кăларатпăр та, администраципе пĕрле эпир ăна татса паратпăр. Çавăнпа та пăшăрханма кирлĕ мар, хамăра лартнă тĕллеве эпир пурнăçлатпăр».
Граждански урамĕнче ĕçсен пысăк пайне туса пĕтернĕ. Тротуарсене йĕркелесе тавралăха хăтлăх кĕртмелле. Çак ĕç йĕркепе пулса пырать.