ru24.pro
Новости по-русски
Март
2023

Кашни иккĕмĕш çын спортпа туслă

Республикăра пурăнакан кашни иккĕмĕш çын сывă пурнăç йĕркине тытса пырать. Спорт инфраструктурипе тивĕçтерессипе Чăваш Ен çĕршывра малтисен ретĕнче, пĕлтĕрхи кăтартусем тăрăх 3-мĕш вырăна тухнă. Республикăри спорт министерствин анлă коллегийĕн ларăвĕнче иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, малашнехи тĕллевсене уçăмлатрĕç.

Республикăри шкулсенче баскетбол, мини-футбол, самбо тата ытти спорт енĕ анлă сарăлнă. Республикăра 8 çул ĕнтĕ çамрăксем те, аслă ăрурисем те ĕçпе хӳтĕлеве хатĕр комплекс нормисене пурнăçлаççĕ. ГТО лапамĕсем Чăваш Енре 20 ытла. Унта çĕнĕ йышши тренажерсем, воркаут хатĕрĕсене вырнаçтарнă.

АЛИНА ИВАНОВА: «Пирĕн спортсменсене валли – тĕнче тата Раççей шайĕнче Чăваш Республикине хӳтĕлекенсене валли стипендисем турĕç. Ку питĕ пысăк утăм тесе шутлатăп. Ачасен вăй-хал кĕрсе пырать. Ку укçа-тенкĕ вĕсене малалла аталанса хавхалантарать».

239 чăваш спортсменĕ Раççейĕн пĕрлештернĕ командине кĕнĕ. Ку юлашки 10 çулти чи лайăх кăтарту шутланать. Тĕнче тата çĕршыв шайĕнчи ăмăртусенче 1200 медаль илме тивĕçнĕ.

АЛИНА ИВАНОВА: «Пысăк утăм пирĕн базăна стадион «Волгăна» халь хута ярасшăн. Питĕ пысăк комплекс спортсмен ӳсĕмĕсем ӳссех пыччĕр тесе шухăшлатăп. Кăтартусем лайăхланса пырасса, ачасем лайăх тренировкăсем тăвĕç тесе шухăшлатăп».

Чăваш Енре пурнăçланакан «Манăн спорт» информаци тытăмĕ çĕршывра чи лайăххисенчен пĕри. Кăçалтан «Белые камни», «Росинка» физкультурăпа сывлăх центрĕсене тĕпрен çĕнетме палăртнă. Спорт тытăмне çĕршывра йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа республикăра тĕрлĕ ăмăрту ирттересшĕн.