ru24.pro
Новости по-русски
Март
2023

Регбол турнирĕ

Чăваш Енре иккӗмӗш хут регионсем хушшинчи регбол турнирĕ иртрĕ. Унта хутшăнакансем Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗн Леонид Черкесовăн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç.

Регбол – баскетболпа кӗрешӳ элеменчӗсене пӗрлештерекен вăйă. Ҫак спорт тӗсĕ пирӗн ҫӗршывра аталанма пуçласанах Чӑваш Ен спортсменĕсем вайăри вăрттăнлăхпа паллашма пуçланă. Ҫак турнирăн тĕллевĕ – ҫитӗнекен ӑру йышĕнче регбол вăййине анлăлатасси.

ЛЕОНИД ЧЕРКЕСОВ: "Çак турнир пирĕн республикăра пĕрремĕш, ун пек ытти республикăсем ирттермеççĕ. Эпир хамăр ачасене хутшăнтаратпăр çак турнира. Пĕлтĕр пĕрремĕш хут пулчĕ, кăçал иккĕмĕш хут. Пĕрремĕш хут кăçал хĕр ачасем те хутшăнчĕç. Регболпа выляса вĕсем пĕрле ĕçлеме, пĕрле туслашма, пĕр команда пулса çĕнтерме вĕренеççĕ. Çакă кирлĕ те пирĕн ачасене. Эпир пĕрле пулсан питĕ çирĕп, вăйлă пулать, вăйлă Раççей Федерацийĕ пулать. Çак çамрăк ачасем çинче пуласлăх".

Вӑрнар тăрăхĕнчи ачасемпе Шупашкарти олимп резервӗн училищинчи спортсменсен тупăшăвĕ уйрăмах хăватлă иртрĕ. Командӑсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса выляма пĕлнине кӑтартса пачӗҫ.