Çĕнĕ çурта хирĕç
Ҫӗнӗ Шупашкарти 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнчи пĕр ҫуртра пурӑнакансем вĕсен чӳречисем умне хăпартакан тӑхӑр хутлӑ ҫурта хирĕç. Ку вырăнта котловансем хатĕр ĕнтĕ, ятарлă техника та ĕçлет. Ҫак ҫӗр лаптӑкӗшӗн тавлашу вунӑ ҫула яхӑн тӑсӑлать. Ӗлӗк ку лаптăк шкулӑн пулнӑ, унтан ăна усламçăсене сутнӑ.
Унччен кунта пурăнакансен чӳречисенчен вӗренӳ учрежденийĕ курăннă пулсан, халӗ – котлован, часах кунта ҫӗнӗ ҫурт лартаҫҫӗ. Ӗҫе кăрлач уйӑхӗнче тытӑннă. Котлована хулан ҫирӗммӗш шкулӗ ҫывӑхӗнче чавнӑ. Шӑпах ҫакӑнта тӑхӑр хутлӑ пурӑнмалли ҫурт тума палӑртаҫҫӗ. Кунта хӑрушлăх çуратакан вырăн пулнине асӑрхаттаракан пĕлтерӳ хăмисене вырнаçтарнă ĕнтĕ. Объект паспортне ӗненес пулсан, ӑна 2024 ҫулхи пуш уйӑхӗнче вĕçлеме палӑртаҫҫӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ çак çĕр лаптăкне инвесторсене саккунпа килĕшӳллĕн сутни пирки пĕлтерчĕ. «Халăх шухăшне тĕпе хурса проекта улшăнусем те кĕртрĕмĕр», – терĕ Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Дмитрий Пулатов. Вăл çивĕч ыйтусене татса парас тесе халӑхпа ҫӗнӗрен тӗл пулма сӑмах пачӗ. Строительство ĕçне пуçланипе халăх кӑмӑлсӑрланать. Чӳречесенчен хӗвел ҫути сахалтарах лекет, çынсене строительство ӗҫӗсен шавӗ те пӑшӑрхантарать.