ru24.pro
Новости по-русски
Март
2023

Чухăнлăхпа çĕнĕ ĕç ушкăнĕ кĕрешет

Росстат пĕлтернĕ тăрăх, 2023-мĕш çулта çĕршывра 19 миллион чухăн çын шутланать. Раççей Президенчĕ Владимир Путин, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ку çивĕч ыйтăва темиçе çул хушшинче татса пама çирĕп тĕллев лартнă. Тĕрлĕ программăсем, социаллă тĕревсем çынсен пурнăçне лайăхлатаççĕ, çапах та ку çителĕксĕр. Паян республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ку енĕпе тĕллевлĕ вăй хуракан ĕç ушкăнне йĕркелеме хушрĕ. «Ведомствăсен хушшинчи çыхăну тата тачăрах пулмалла. Унта пенси фончĕ, Чăвашстат тата учрежденисене те кĕртмелле», – терĕ Олег Николаев. Чи сахал тупăшлă çемьесене, чухăнсене пулăшасси пирки 2 уйăхран тишкерӳллĕ материал хатĕрлеме хушрĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ палăртнă тăрăх, регионта вăтам ĕç укçи 35 процент пысăкланнă. 2019-мĕш çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан республикăра пурăнакансем вăтамран 42 000 тенкĕ ытла илеççĕ. Вăтам ĕç укçин кăтартăвне ӳстерессипе Чăваш Ен Раççейри 30 регион йышĕнче. Çĕршывра çăмăл мар экономика лару-тăрăвĕ пулсан та республикăра яланах мĕн пур социаллă яваплăха пурнăçланă тесе палăртрĕç канашлура. Сахал тупăшлă çемьесене пулăшас тĕллевпе Чăваш Енре тĕрлĕ программăсем пурнăçлаççĕ. Вĕсенчен пĕри – социаллă контракт. Вĕсен шучĕ виçĕ çулта 12 000 çывхарать. Чăваш Республикин ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министрĕ сахал тупăшлисен ресстрне ĕçе кĕртесси пирки каларĕ. Малашне çак проектра кам тата хăçан мĕнле тӳрев илме пултарнине курма май пулĕ.