Крематори ыйтăвĕ тавра калаçрĕç
Чăваш Енре крематори тума палăртаççĕ. Ку инвестици проектне пĕлтерĕшлĕ тесе йышăннă. Объекта кăçал авăн уйăхĕнче хута ярас тĕллевлĕ. Вăл Шупашкар тăрăхĕнчи Явăш ялĕнчи 18-мĕш масарта вырнаçĕ. Çĕнĕлĕхпе çыхăннă ыйтусене, халăха пăшăрхантаракан сăлтавсене Шупашкар хулин администрацийĕнче сӳтсе яврĕç. Масарсенче пушă вырăн сахалланса пырать. Шупашкар хула администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Явăшри çăва лаптăкĕ тепĕр 5 çула çеç çитме пултарать. Çавăнпа та çивĕч ыйтăва нумайлăха тăсса ямалла мар. Çак лару-тăрăва çăмăллатма инвесторсен проекчĕ пулăшмалла. Вăл çут çанталăка сиен кӳмест. Анчах çакна пурте йышăнасшăн мар, тĕрлĕ сас-хурана ĕненеççĕ. НИНА СТЕПАНОВА: «Ртуть кăларать теççĕ – эпĕ пĕтĕмпех пĕлместĕп, паллах. Çынсем каланă тăрăх». Явăш ялĕн çыннисен пăшăрханăвне ăнланма пулать-ха. Хăшĕ-пĕри çак çĕнĕлĕх сывлăха начар витĕм кӳресрен хăрать. Çапах та инвестор объекта мĕн-пур йĕркене пăхăнса пурнăçлама сăмах парать. Республика çыннисемшĕн крематори пурнăçа кĕрекен çĕнĕлĕх пулсан, Раççейре пурăнакансемшĕн вăл хăнăхнă объект ĕнтĕ. Паянхи кун тĕлне çĕршывра çакнашкал 32 çурт ĕçлет. Пурнăçран уйрăлакана крематори пулăшăвĕпе усă курса е хăнăхнă йĕркепе пытармалли-и? Кăна, паллах, тăван-пĕлĕшне юлашки çула ăстакан хăй суйлать. Çапах та суйлавăн тĕрлĕ мелĕ республикăра пулмаллах. Акă Чăваш Енре крематори çуккине пула çынсен кӳршĕ регионсене кайма тивет. Ку вара чăрмавлă, тăкаклă. Крематорипе çыхăннă ĕç-пуçа Чăваш Енри çут çанталăк пурлăхĕпе экологи министерстви те тимлĕхре тытать. Унта тăрăшакансем атмосфера сывлăшне тĕрĕслесех тăма палăртаççĕ. СанПиНпа килĕшӳллĕн крематори çывăхĕнче социаллă объектсем вырнаçтарма юрамасть. Санитари лаптăкĕ 500 метрпа танлашмалла. Крематори çĕклемелли вырăн вара Явăш тата Вознесенки поселокĕнчен çур километр ытларах та. Республикăри экономика аталанăвĕн министерствин эксперт пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ. Унта вара объект çут çанталăкшăн та çынсен сывлăхĕшĕн те хăрушă пулманнине каланă. Кремаци тăвас ыйтăва Улатăр хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Трифонов хайĕн Телеграмм-каналĕнче Улатăр тата Пăрачкав епископĕнчен, Фёдор аттерен çак çĕнĕлĕхе вырăс православи чиркĕвĕ еплерех йышăннине ыйтса пĕлнине çырнă. «Крематори çăмăллăхĕпе пач усă курма юрамасть теме сăлтав çук», – хуравланă вăл. Çитес эрнере крематори çĕклессипе çыхăннă тепĕр тĕл пулу ирттерме палăртаççĕ. Унта Роспотребнадзор ĕçченĕсем хутшăнасса та шанаççĕ.