ru24.pro
Новости по-русски
Март
2023

Шыв ыйтăвне татса парасшăн

Республикăрa пyрăнакансене ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли тата çурт-йĕртен таcа мар шыва юхтарса тăмалли хуçaлăxa малашне епле пăxcа тăрассине сӳтсе яврĕç. Вăрнар, Çĕрпӳ, Канаш, Улатăр тăрăхĕсенче вăхăт иртнĕçем шыв ыйтăвĕ çивĕчленсех пырать. Шыв пăрăхĕсене çĕнетме палăртнă. Çак тĕллевпе хыснаран 57 миллион тенкĕ пăхса хăварнă.

Кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен муниципаллă тăрăхсен палăртнă шыв объекчĕсене патшалăх пурлăхĕн шутне кĕртес ĕçе вĕçлеме хушрĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев канашлура. Çак ĕçсене пурнăçласан тин пĕрлехи финанс хатĕрĕсемпе усă курса çынсене паха, таса шывпа тивĕçтерме пулать терĕ вăл. Канашлура 2025-мĕш çулччен тата 2030-мĕш çулччен шыва тасатмалли сооруженисен строительствин концепцин проекчĕпе те паллашрĕç. Çак концепци ESG-технологисемпе усă курма май парать. Вĕсене пурнăçа кĕртме пуçласан Чăваш Ен экологи тĕлĕшĕнчен ăнăçлă регионсен шутне тӳрех кĕрет.

АЛЕКСАНДР ОСИПОВ: "Шыв проблеми пирĕн округра та пур вăл. Çынсем шыв килессе кĕтеççĕ, мĕншĕн тесен шывăн пахалăхĕ япăхрах пирĕн патра. Патăрьелпе Шемурша тăрăхĕнче шыв панă хыççăн пирĕн пата Каçал тăрăхне çитессе шанатпăр".

Кăçалтан пуçласа 2028-мĕш çулччен шыв проекчĕсене 15 объект валли хатĕрлеме тĕллев лартнă. Вĕсене пурнăçлама 6 миллиард тенкĕне яхăн кирлĕ.

АЛЕКСАНДР ЧАМЕЕВ: "2-мĕш пусковой комплексра 12 ялта хатĕр. Çак пăрăхсене малтанах хунă пулнă, анчах хăш-пĕр çĕнĕ урамсенче тата пĕчĕк ялсенче паянхи куна çак шыв пăрăхĕсене хурса ĕлкĕреймен-ха".

Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски тăрăхĕсенче ушкăнлă шыв пăрăхĕсене тума палăртнă. Ку 48 000 ытла çынна таса шывпа тивĕçтерме май парĕ.