ru24.pro
Новости по-русски
Март
2023

Шкул авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçăлать?

«Садовый» микрорайонти шкула хăçан уçăласси нумай çынна пăшăрхантарать. Объектри ĕçсене тĕрĕслес тĕллевпе çак кунсенче унта республика Пуçлăхĕ Олег Николаев, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин тата ытти тӳре-шара пулчĕç.

Строительство 2020-мӗш ҫултах пуҫланнӑ. Анчах та ниепле те вӗҫлеймеҫҫӗ. Пӗрремӗш подрядчикпе килӗшӗве пӑрахӑҫлама тивнӗ. Кӗҫех строительство материалӗсем хакланса кайнӑ, объект хакӗ те пӗтӗмӗшле ӳснӗ. Ку яхăнччен пулас шкулшӑн Мари Республикинчи пӗрлешӳ яваплăччĕ.

– Шел пулин те, çак шкулта йывăр самант та çитрĕ. Çавăнпа та эпир шкула тухса строительствăпа монтаж ĕçĕсене тĕпчесе çак ĕçсене малалла туса пыма мĕнле материалсем пăхса тĕплĕн сӳтсе яврăмăр. Ларура çак ĕçе пурте хутшăнчĕç. Хальлӗхе объект 80 процента яхӑн хатӗр. Пӗрремӗшпе виҫҫӗмӗш корпуссенче ӗҫсем вӗҫленнӗпе пӗрех. Кăшăл чире пула, санкцисем чăрмав кӳнипе палăртнă вăхăтран вăраха тăсăлнă строительство ĕçĕсем. Пĕлӳ çурчĕн тăрринчен шыв лекет, кӳленчĕксене урайĕнче те курма пулать. Ăшă янă, стенасем типсе, пӳлĕмсем хăтлăнса пыраççĕ. Тĕп чăрмав укçа-тенкĕпе çыхăннă. Никама пăхăнман экспертиза пулăшăвĕпе усă курса подрядчикпа хула администрацийĕ хушшинчи çивĕч ыйтава татса парасса шанать республика Пуçлăхĕ. Подрядчикпа питĕ çивĕч калаçу пулчĕ. – Генеральный подрядчикпа тата субподрядчиксем 30 яхăн. Темиçе кун хушшинче çывăх вăхăтра çак йывăрлăхсене мĕнле сирсе ярса çак ĕçсене туса ярасси пирки çирĕплетсе хума палăртрăмăр. Тĕп тĕллев – авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнче çакăнта ачасем вĕренме пуçламалла. «Садовый» микрорайонта авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнче уçăлма хатĕрленекен шкул Чăваш Енре чи пысăкки шутланать. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче 1650 ача парта хушшине ларма пултарĕ.