ru24.pro
Новости по-русски
Март
2023

Часах 1-мĕш класа кайма заявлени çырмалла

Йăлана кĕнĕ тăрăх, ака уйăхĕнче пĕрремĕш класа каякан шкул ачисен ашшĕ-амăшĕнчен заявлени йышăнма пуçлаççĕ. Халĕ темиçе çул каяллахи пек пĕлӳ çуртĕнче кунĕпе черет тăмалла мар. Çак ĕçе çăмăллатас тесе заявленисене патшалăх пулăшĕвĕсен порталĕ урлă та йышăнаççĕ.

Шупашкарти 55-мĕш шкулта яваплă тапхăра хатĕр. Унта кăçал тăватă пĕрремĕш класс уçма палăртаççĕ. Енчен заявленисем ытларах пулсан хушма класс та уçăпăр, палăртрĕ шкул директорĕ Александр Гурьянов. Документсене 3-майпа çитерме май пур: тӳрремĕн пĕлӳ çуртне çитсе, почта урлă ярса парса тата патшалăх пулăшĕвĕсен порталне кĕрсе. Чăн малтан заявленисене ачасен регистрацийĕпе килĕшӳллĕн çирĕплетнĕ шкулсенче йышăнаççĕ. Патшалăх пулăшĕвĕсен порталĕнче халех çак заявленин шаблонне тупса, кирлĕ йĕркесене тултарса хума пулать. Çак майпа манăн ĕçтешсем те усă курчĕç. Журналистсем çирĕп ĕç йĕркипе ĕçлеççĕ. Чылай чухне пĕр вăхăтрах вĕсен темиçе тивĕçе пурнăçлама та тивет. Çавăнпа та çакнашкал мел пурри вĕсене пысăк çăмăллăх кӳчĕ. Кунпа Регина Кубайкина пирĕн ĕçтеш те килĕшет. Унăн ывăлĕ – Святослав кăçал пĕрремĕш класа каймалла.

РЕГИНА КУБАЙКИНА: «Эпир, паллах ĕнтĕ, ашшĕ-амăшĕ питĕ пăшăрханатпăр, мĕнлерех çак яваплă тапхăра пурăнса ирттерессине, мĕнле хатĕрленессине. Халь документсене хатĕрлерĕмĕр. Юрать патшалăх порталĕ пур. Çавăн урлă кĕрсе эпир хамăрăн документсене кĕртсе ĕнтĕ хатĕрлерĕмĕр, черновикне çырса хутăмăр, çавăнпа халь ĕнтĕ чăтăмсăррăн ака уйăхĕн 1-мĕшне кĕтетпĕр».

Ачасен регистрацийĕпе килĕшӳллĕн çирĕплетнĕ шкулсенче заявленисене çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Енчен те ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрне урăх шкула ярасшăн пулсан, вĕсен докуменчĕсене утă уйăхĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа пăхса тухаççĕ. Йышăну кампанийĕ ĕçленĕ тапхăрта пур муниципалитетра та, Чăваш Республикин вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министерствинче те «хĕрӳ лини» телефонĕсем ĕçлĕç.