ru24.pro
Новости по-русски
Март
2023

Балет фестивалĕ пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче уçăлĕ

Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ пуçланĕ. Кăçал ăна чăваш çĕрĕ çинче 27-мĕш хут ирттереççĕ. Пысăк уяв 8 куна тăсăлĕ. Унта Чăваш Ен, Пушкăрт, Киргизи, Питĕр, Пермь тăрăхĕсенчи артистсен пултарулăхĕпе тата ăсталăхĕпе паллашма пулĕ. Кун çинчен тĕплĕнрех Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче йĕркеленĕ пресс-конференцире каласа пачĕç.

Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕпе çыхăннă сăн ӳкерчĕксенче тата афишăсенче «Атăл опера» тесе çырнине курма пулать. Çак çĕнĕлĕх Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн бренчĕ шутланать. Ăна шухăшласа хатĕрлес ĕç пĕр çулталăк ытла пынă. Балет уявĕн программине те анлă йĕркеленĕ. Фестивале пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче 19:00 сехетре «Нарспи историйĕ» спектакльпе уçĕç. Ăна Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Данил Салимбаев лартнă.

ИРИНА ИВАНОВА: «К.В.Ивановăн «Нарспи» поэми тĕнче культурине тарăн кĕрсе юлнă. Паянхи кун та вăл пире хавхалантарса тăрать. «Нарспи историйĕ» спектакле эпир Надежда Павлова артисткăна халаллатпăр. Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕ пулăшнипе лартатпăр».

 Спектаклĕн тĕп художникĕ Валентин Фёдоров балетпа ĕçленĕ чухнехи самантсене каласа кăтартрĕ. Нарспи, Тăхтаман, Сетнер сăнарĕсене вăл тĕплĕн тишкернĕ, кашнийĕн характерне, тыткаларăшне шута илнĕ. Кулиса хыçĕнче юлакан çакнашкал вăрттăнлăхсене фестивальте те илтме пулĕ. «Опера мелки» экскурси ачасемпе çамрăксене те кăсăклантарĕ. Чи-чи пĕчĕккисем валли юрă-кĕвĕ программине хатĕрленĕ. «Унта 10 уйăхри ачасем те хутшăнма пултараççĕ», – палăртрĕ Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн илемлĕх ертӳçи Андрей Попов. Тĕрлĕ тăрăхри балет ăстисем Чăваш Ен çыннисене тата унăн хăнисене хăйне евĕрлĕ тата асра юлакан каçсем парнелеме тăрăшĕç.