ru24.pro
Новости по-русски
Март
2023

Сакăр хут ӳснĕ

Чăваш Республикине укçа хывасси сакăр хут ӳснĕ. Çулталăк каялла вăл 89 миллион пулнă пулсан халĕ 750 миллион тенкĕпе танлашать. Кун пирки финанс министрĕ Михаил Ноздряков пĕлтерчĕ.

 Сăмахран, «Университетский-2» микрорайонта шкул, «Çĕнĕ хула» микрорайонта тăрăллă каток, Çĕрпӳре культура аталанăвĕн центрне, Куславкка тăрăхĕнчи Илепар ялĕнче культура çуртне çĕклеççĕ. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен объектсене тума контрактсем çырмалла. Ку федераци хыснинчен килнĕ укçана вăхăтра тата туллин усă курма май памалла. Шкулсене тата сыватмăшсене тĕпрен юсассине подрядчиксемпе килĕшӳ туса пĕтернĕ.