ru24.pro
Новости по-русски
Март
2023

Шăтăк-путăксене сапламалла

Чăваш Енри кашни муниципалитетрах çулсене юсаççĕ. Шăтăк-путăксене кăçал пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнчех саплама пуçланă. Ĕçсене çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлемелле.

Паянхи куна пĕр пин çурă тăваткал метр лаптăка юсанă. Çула çанталăка пăхмасăрах такăрлатнă. Çакна тума ятарлă мелсем май параççĕ. Çапах та юсамалли лаптăк чылай. Вăл 600 000 ытла тăваткал метрпа танлашать. «Çĕнĕ инноваци мелĕсене тĕпчемелле, вĕсене ĕçре усă курмалла. Витĕмне кура анлăлатмалла», – терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Пысăк тиевлĕ машинсем çула ытларах шар кăтартаççĕ. Уйрăмах, çуркунне. Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 9-мĕшĕччен вĕсене республикăри çулсем çинче çӳреме чарасшăн. М-12 çул çĕкленĕ чух чылай çул ванать. Ăна юсасси те тимлĕхре. Кăçал 83 çухрăма юсамалла, ытти 144 çухрăмне çитес çулта Росавтодорăн ятарлă программипе йĕркене кĕртĕç.