ru24.pro
Новости по-русски
Март
2023

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон уçăлчĕ

Чăваш Енре «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх марафонне уçрĕç. Йăлана кĕнĕ проекта 1995-мĕш çултанпа пурнăçласа пыраççĕ. Унпа килĕшӳллĕн республика çыннисем йывăрлăха лекнĕ ачасен пурнăçне çăмăллатас тĕллевпе укçа пуçтараççĕ.

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафона уçнине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тата Раççейри ача-пăча фончĕн председателĕ Дмитрий Лиханов Правительство çуртĕнче йĕркеленĕ тĕл пулура пĕлтерчĕç. Ырă йăлапа пухакан укçана сусăрсене тата йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене социаллă пулăшу кӳрес тĕллевпе усă курĕç. Раççейри ача-пăча фончĕ ятарлă çар операцийĕ пынă тапхăрта гуманитари пулăшăвĕ валли 75 000 укçа пухнă. Çак енĕпе малалла та ĕçлесшĕн. Фонд ертӳçи йывăр лару-тăрăва лĕкнĕ Чăваш Енри 50 çемьене çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Мускавра иртекен уява хутшăнма та чĕнчĕ.