Çул çинче тимлĕ пулăр
Çулталăк пуçланнăранпа çул çинче 7 ачана çапса хăварнă. Пурте сывă. Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕччен шкул ачисем çуркуннехи каникулта. Чăваш Республикин çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекторĕсем канмалли кунсенче черетлĕ рейда тухнă. Вĕсем тĕрлĕ асăрхаттару паллисем илсе тухса водительсене хăйсене çул çинче мĕнле тытмаллине тепре аса илтернĕ.
Тепĕр чухне общество транспорчĕ те пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Акă пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарта Трактор тăвакансен проспектĕнче 17:22 минутра троллейбус 16 çулти хĕрачана çапса хăварнă. Кунта водитель айăплă, шкул ачине сыватмăша ăсатнă. Çавăнпа профилактика ĕçне пысăк тимлĕх уйăраççĕ йĕрке хуралçисем. Чăваш Республикин çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн ĕçченĕсем, Шупашкарти 57-мĕш шкулта ăс пухакан çамрăк инспекторсем «Асăрханăр, каникулсем!», «Çул çинче тимлĕ пулăр», «Çуран каçмалли вырăн» тата ытти чĕнӳсемпе тухнă. Водительсене хăрушсăрлăх йĕркипе тепĕр хут паллаштарни пăсмасть теççĕ. Çул çитмен çамрăксем каникул вăхăтĕнче килте ларма юратмаççĕ. Çуркунне çитнĕ май пушшех урама уçăлма кăмăллаççĕ. Инкек-синкек сиксе тухасран руль умне ларакансен те, ачасен те тимлĕ пулмалла теççĕ йĕрке хуралçисем. Кадет шкулĕнче ăс пухакансене вĕсем кăçалхи пуш уйăхĕнчен вăя кĕнĕ çул çӳрев йĕркисен пуххине парнелерĕç.