Мăнаçлă та çӳллĕ шайра
Чăваш Республикинче паян Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ уçăлчĕ. «Шупашкар Арена» пăр керменĕн сцени çине 2 000 ытла артист тухрĕ. Вĕсен ытларах пайĕ республикăри шкул ачисем. Манăн ĕçтешсем те унта çитсе уяв мăнаçлăхĕпе киленме пултарчĕç.
Асăнмалăх, савăнмалăх сăн ӳкерĕнеççĕ, ташă ташлаççĕ, вăйă выляççĕ. Пĕр-пĕрин интерактивлă лапамне хутшăнса вăхăта хаваслă ирттереççĕ республикăри тĕрлĕ кĕтесрен пухăннă яш-кĕрĕм. Александр Данилов та çакăнта хутшăннă май хăйне питĕ телейлĕ туятăп тет. Вăл паян тĕп сцена çине ялав йăтса тухакансен йышĕнче.
АЛЕКСАНДР ДАНИЛОВ: «Академине вĕренетпĕр. Унта пирĕн теори пур. Обществăра саккунсем вĕренетпĕр. Практикăра пăшалсенчен перетпĕр. Эпĕ халь 1 курсра. Эпĕ полицейский пуласшăн».
Хатĕрленӳ тапхăрĕ хыçа юлчĕ. Çамрăксем ырми-канми ăсталăха туптаса кашни хусканăва хăнăхнă. Артистран кая мар юрлаççĕ, ташлаççĕ. Чăваш Енре 100 ытла мероприяти пурнăçлама палăртнă Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче.
ЮРИЙ ИСАЕВ: «Республика Правительстви нумайнумай ĕçсем тума пулăшать çак хамăрăн ачасене вĕсен пурнăçне телей енне ăнтăлтарма. Пĕтĕм условисем пур. Шкула вĕренме лайăх пултараççĕ. Тĕрлĕ-тĕрлĕ пултаруллă енсене аталантарма пултараççĕ. Йывăр вăхăтра пырса тивнĕ ачасене те патшалăх пулăшма вăй çитерет».
Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче туризм, IT-технологисем, патриотла воспитани парасси енĕпе тĕрлĕ пуçарусем пурнăçа кĕртме палăртнă.