ru24.pro
Новости по-русски
Март
2023

Пысăк тӳпе хывмалла

Çĕнĕ Шупашкарти 9-мĕш микрорайонта çĕнĕ пĕлӳ çурчĕ çĕкленет. Унта пĕр пин те çĕр ача вĕренĕ. Объекта 2024-мĕш çул вĕçĕнче хута яма палăртаççĕ. Шкула концесси мелĕпе тăваççĕ. Ку тата ытти ыйтăва Çĕнĕ Шупашкарта сӳтсе яврĕç. Кунта хулан пĕлтĕрхи экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕç.

Çĕнĕ Шупашкар экономикине иртнĕ çулта виçĕ миллиард çурă тенкĕ хывнă. Ку 2021 çулпа танлаштарсан 25 процент чылайрах. Çурт-йĕр строительствине 530 миллион тенкĕ янă. 29 000 тăваткал метр çурт-йĕр хута янă. Иртнĕ çулта чăрмавлă çурта йĕркене кĕртнĕ. Ăна 2017 çултах çĕклемелле пулнă. Советская урамĕнчи 16 хутлă çурта туса пĕтереççĕ. Çакна тума территорисен аталанăвĕн фондне явăçтарнă. Хальхи вăхăтра хулара пая кĕрсе улталаннисен ыйту çук. Çитес виçĕ çулта 120 000 тăваткал метр çурт-йĕр хута яма палăртаççĕ. Коммуналлă инфратытăма çĕнетме те укçа хываççĕ. Тăватă çухрăма яхăн ăшă пăрăхĕсене юсанă. Кăçал тата ултă çухрăм çурă улăштарĕç.

– Паллах, Çĕнĕ Шупашкар Хули пĕтĕм Чăваш Республикинчи вырнаçнă муниципаллă образованисем пекех пĕлтĕр самаях лайăх результатсем кăтартма пултарчĕ. Ку пире савăнтарать. Çакăн пе ӳссе пыма эпир пуçлани пирĕншĕн çак виçĕ çул хушшинче эпĕр тĕрлĕ-енлĕ ĕçе тĕрĕс туса пынине пĕлтерекен япала. Унсăр пуçне калас пулать Çĕнĕ Шупашкар хули пĕтĕмĕшле пĕтĕм муниципалитетсемпе танлаштарсан çак аталану ĕçне самаях пысăк тӳпине хывма пултарать. Мĕншĕн тесессĕн пĕлтĕр çакăнта экономи зонине уçни тата ытти бизнес процессене пусласа яни çак ĕçе хăвăртарах туса пĕтерме май парать. çавăнпа та çĕнĕ шупашкарăн пуласлăхĕ пысăк. Ятарлă экономика лапамне уçни Çĕнĕ Шупашкара малалла тата вăйлăрах аталанма май памалла. 2027 çул тĕлне хулара пин çĕнĕ ĕç вырăне йĕркелемелле, 15 миллиард тенкĕ ытла хывмалла. Кăçал Çĕнĕ Шупашкарта Республика кунне паллă тăвĕç. Уява çӳллĕ шайра ирттерме палăртаççĕ.