ru24.pro
Новости по-русски
Март
2023

Кĕрешме хатĕрленеççĕ

Атăл леш енче, Йăлăмра, 30-40 гектар лаптăк вăрман çунать. Пушара сӳнтерме 35 тимĕр ут тата 140 çынна явăçтарнă. Вăйлă çил тухса кайнипе вут-çулăм ял çине куçать. Кил-çурт хушма хуçалăхсем çунма пуçлаççĕ. Телее, ку вĕренӳ анчах. Çапах та часах çулла çитет. Шăрăх çанталăк пулнипе вăрмансенче час-час «хĕрлĕ автан» алхасать. Инкеке çĕнтерме халех хатĕрленеççĕ вут-çулăмпа кĕрешекенсем.

Вĕренӳ пулсан та вăл чăннинчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Кашниех яваплăха туять. Çут çанталăк пушарĕсене сӳнтерме ансат мар пулнине палăртаççĕ вут-çулăмпа кĕрешекенсем. Вĕсем хăвăрт сарăлаççĕ. Çакна тума шăрăх çанталăк тата вăйла çил пулăшать. Тĕтĕм пысăк лаптăка çавăрса илет. Çырма-çатра та, юханшывсем те ку пушарсене чарма пултараймаççĕ. Питĕ вĕри, патне пыма та май çуккине калаççĕ пушара сӳнтерекенсем.

ЕВГЕНИЙ ДОЛГОВ: «Паян эпир иккĕмĕш кун командно-штабные ученине ирттеретпĕр. Çак учени вăхăтĕнче эпир вут-çулăмпа кĕрешнĕ, вăрман çуннă тăрăхĕнче. Тата çынсене пушартан хăтарнă. Пĕтĕм хутшăннă личный состав задачăсене тĕп тĕрĕс тунă».

Вăрмансенче пушара сӳнтернĕ чухне вăхăт чылай кирлĕ. Çак ĕçе вут-çулăмпа кĕрешекенсем темиçе тапхăра пайлаççĕ. Чи пĕлтерĕшли кунта пушара сарăлма чарасси. Çавăнпа вăрман йĕри-тавра вута сарăлтарман йĕрсем сухаласа хураççĕ. Пушар сарăлнă пулсан ăна сӳнтерме хăвăрт пулмасть. Çакна шута илсе вут çулăмпа кĕрешекенсем ятарлă модуль илеççĕ. Унта тимĕр кăмака, çывăрмалли вырăнсем пур. Ăсталăха туптасан вăл ӳссе пырать. Эппин, çăлавçăсен хăйсен тивĕçсене хăвăртрах пурнăçлама май пулĕ.