ru24.pro
Новости по-русски
Март
2023

Сывлăх енчен хавшакрах ачасемпе ĕçлекен педагогсен ăмăртăвĕ

Чăваш Енре вĕрентекенсен професси ăсталăхĕн ăмăртăвĕсем малаллах пыраççĕ. Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче республикăра сывлăх енчен хавшакрах ачасемпе ĕçлекен педагогсен ăмăртăвне те йĕркеленĕ. Чи лайăххи те маттури, пултарулли пулнине тӳресене ĕнентерес тесен вĕрентекенсен мĕн тумалла? Хуравне манăн ĕçтешсем пĕлеççĕ.

Вĕсем çĕнĕ пĕлӳ парса, телей парнелесе пурнăçри йывăрлăхсене çăмăлрах тӳссе ирттерме пулăшаççĕ. Сăмах – сывлăх енчен хавшакрах ачасемпе ĕçлекен педагогсем çинчен. Шăпах вĕсем хăйсен ĕçĕнче усă куракан технологисемпе, вĕрентӳ меслечĕсемпе тӳресене паллаштараççĕ. Паллаштараççĕ çеç мар, хăйсен ĕçтешĕсемпе те тупăшаççĕ.

НАТАЛИЯ МАТВЕЕВА: «Сывлăх енчен хавшакрах ачасемпе ĕçлекен педагог ачасене пулăшакан çын, вĕсене малалла туртакан çын, унăн çав тери ачасене ăнланма пĕлмелле тата вĕсен чунне туйма пĕлмелле тесе шутлатăп».

Светлана Новикова Шупашкарти 17-мĕш шкулта кĕçĕн класс ачисене пĕлӳ парать. Уроксене те, класс тулашĕнчи ĕçсене те вăл вăйă мелĕпе ирттерме кăмăллать. Конкурсра та вĕрентекен çак меслетпех усă курчĕ.

СВЕТЛАНА НОВИКОВА: «Вĕсене ăнланма тăрăшмалла, вĕсене пулăшмалла, мĕншĕн тесен ытти ачасемпе вĕренме йывăртарах тата эпĕ шутлатăп вĕсемпе дополнительно заниматься тумалла. Манăн шутпа, пур конкурс та пире валли çĕнĕ алăксем уçать».

Вĕрентекенсем малтанах ăмăртăвăн пĕрремĕш тапхăрĕнче кĕретсĕр майпа хутшăнса педагогика технологийĕпе паллаштарнă. Унта чи пысăк паллă пухнă 20 педагог хăйĕн пултарулăхне 2-мĕш тапхăрта кăтаратма тивĕç пулнă. Вĕсене ăста тӳресем хаклаççĕ. Акă сăмахран, Татьяна Езюкова пĕлтĕр çакнашкал ăмăртура хăй те хутшăннă.

ТАТЬЯНА ЕЗЮКОВА: «Çакăн пек пысăк, республика шайĕнчи конкурс пирĕн шкулта пĕрремĕш хут иртнĕшĕн питĕ савăнатпăр, мухтанатпăр. Ку вăл пирĕншĕн питĕ пысăк чыс. Малашне те çак конкурс пысăк шайра иртессе шанатпăр, çĕнĕрен те çĕнĕ вĕрентекенсем ытларах хутшăнасса кĕтсе тăратпăр».

Тӳресем урок тата ăсталăх лаççине ирттернĕ чи маттур 5 вĕрентекене суйларĕç.