ru24.pro
Новости по-русски
Март
2023

Пулас ăсчахсем

Роботсем ăсталаççĕ, çырла кăвакарасран ятарлă йăлхах шутласа кăлараççĕ. Сăмах Владислав Плотниковпа Софья Левина пирки вырать. Вĕсем Шупашкарти кванториума çӳреççĕ. Шкулта вĕренеççĕ пулсан та çамрăксем ăслăлăх тĕнчинче пĕрремĕш утăмсем тăваççĕ.

Владислав Плотников Шупашкарти 40-мĕш шкулта 9-мĕш класра пĕлӳ илет. Кванториума вăл 6-мĕш класранпа çӳрет. Роботсене ăсталасси кăсăклантарать каччăна. Хăйĕн ĕçĕсемпе Владислав тĕрлĕ конкурса хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. Раççейри шкул ачисемпе студентсен проекчĕсен «Реактор» конкурсра палăрнă вăл. Ăмăртăва яш робот-манипуляторпа хутшăннă. Сыпăксем хушшине ятарлă моторсем лартнă. Кванториума çӳрекен Софья Левина та маттурсен йышĕнче. Вăл микробиологипе çĕршыв конкурсĕнче çĕнтернĕ. Пике унта çырла кăвакарасран сыхлакан ятарлă йăлхахпа хутшăннă. Ăна вăл сырлан шĕвекне усă курса хатĕрленĕ. Халĕ Софья йӳçекрен тăвасшăн ăна. Пулас профессие те вăл çак енпе çыхăнтарасшăн.