Тăвай тăрăхĕнче хăрушă пушар
Тăвай тăрăхĕнчен çитнĕ хурлăхлă хыпартан пуçлатпăр паянхи кăларăма. Турикас Тушкилте çĕрле пушар тухнă. 46 çулхи хĕрарăм тата унăн 11 çулти ывăлĕ вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă. Синкерлĕ лару-тăру министерствин Чăваш Енри тĕп управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, 2 сехет 34 минутра турикас тушкилсем пушар тухни çинчен хыпарланă. Йывăç çуртра 5 çын тутлă тĕлĕк курса çывăрнă. Арăмĕпе упăшки, вĕсен икĕ ывăлĕ, 8 çулти хĕрĕ. Çемье пуçĕ, 15 çулти ывăлĕпе хĕрне чӳречерен илсе тухса çăлăннă. Арçын ача хул пуççине суранлатнă. Ыттисем ĕмĕрлĕхе куçне хупнă.
ВЛАДИМИР МИХАЙЛОВ: «Паянхи кун питĕ хурлăхлă хыпарсенчен пуçланчĕ округра. Пурте пĕрле тухса кайса калаçрăмăр. Çакăнта пулса тухнă инкек пирки. Ача çунса вилнĕ, амăшĕ. 15 çулти ача кĕçĕн йăмăкне хăтарнă, ашшĕ çăлăнса юлнă. Çемье хуçин тăван аппăшĕ хăйсем патне пурăнма илет вĕсене малтанхи вăхăта. Çавăн пекех 18 тултарман ачасене опекăна илет».
4 сехетре «хĕрлĕ автан» туллин алхаснă. 11 çăлавçă, 4 единица пушар техники кирлĕ пулнă çунакан çурта, хуралтăсене вут тивсе илмен. Ачасемпе психологсем тата ытти специалистсем ĕçлеççĕ.
АЛИНА САВЕЛЬЕВА: «2 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Пушар вырăнне МЧС сотрудникĕсем, Тăвай прокурорĕ хăвăрт çитнĕ. Вут-çулăма сарăлма паман. Çак вăхăтра пушарăн сăлтавĕ мĕнре пулнине татса параççĕ. Уголовлă майпа ĕç пуçарассине пăхса тухаççĕ. Республика Прокуратури тĕрĕслесе тăрать. Инкек курнă çемье профилактика шутĕнче тăман». Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 240 пушар алхаснă. Унта 25 çын вилнĕ, 30 яхăнăшĕ çăлăннă.