Индустри паркĕ хута кайĕ
Çитес çул Патăрьел тăрăхĕнче индустри паркĕ хута кайĕ. Кун çинчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Тутар Республикин премьер-министрĕн çумĕпе, Пĕтĕм тĕнчери тутарсен конгресĕн преседателĕпе Василь Шайхразиевпа тата унăн делегацийĕн пайташĕсемпе йĕркеленĕ канашлура пĕлтерчĕ.
Василь Шайхразиев делегацийĕнче – çĕршывăн 47 регионĕнчи 500 усламçă. Вĕсем пирĕн тăрăха Чăваш Енри тутар ялĕсен аталанăвĕпе паллашас тĕллевпе килнĕ. Регион ертӳçи Олег Николев палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра индустри паркĕн инфраструктурине йĕркелес енĕпе çыхăннă ĕçсем пыраççĕ. Çак вырăн халяль продукцине туса кăларакан тĕп вырăн пулмалла. Тĕл пулура ялти услам ĕçне аталантарасси тата тĕрлĕ тытăмра килĕштерсе ĕçлесси çинчен те калаçрĕç.