ru24.pro
Новости по-русски
Март
2023

Ултавçăсенчен сыхланмалла

«Сирĕн счет çинчен Тăван çĕршыва хирĕç укçа куçараççĕ». Çапларах суя меслетпе хăратса ултавçăсем Чăваш Енре пурăнакан 2 çын укçине вăрланă. 64 çулти кинемей 200 000, 40 çулти хĕрарăм 140 000 тенкĕсĕр юлнине пĕлтерет Раççейри шалти ĕçсен министерствин Чăваш Енри уйрăмĕ. Ултавçăсен серепинчен хӳтĕленме пулăшас тесен тĕрлĕ сĕнӳ-канаша халăх патне ăнланмалла чĕлхепе илсе çитермелле. Шупашкартан инçетре вырнаçнă ялсенче пурăнакан аслă ăру çыннисене чăвашла çырнине вуласа пĕлме çăмăлрах. Çак тата ытти сăлтава шута илсе Наци банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕпе республикăри финанс пĕлĕвĕн центрĕ çĕнĕ буклетсем хатĕрленĕ.

Финанс пĕлĕвĕпе çыхăннă чăвашла проектсене атлантарасси çинчен пĕлтĕр ака уйăхĕнче йĕркеленĕ форумрах калаçнăччĕ. Çитменлĕхе шута илсе кăçал буклетсемпе асăрхану хучĕсене 2 чĕлхепе – вырăсла тата чăвашла туса кăларнă. Вĕсенче финанс хăрушсăрлăхĕн тĕп правилисене, анлă сарăлнă ултав меслечĕсене палăртнă.

РОЗА ЛИЗАКОВА: «Кулленхи пурнăçра чăвашла калаçса пурăннă çĕрте чăвашла материалсем илни вăл усăллăрах пирĕн шутпа. Эпир кашни çулах «Единый день финансовой грамотности» ирттертпĕр. 3 000 ытла çын хутшăнать çак кунсенче. Çавăнпа та çак мероприятисене ирттернĕ вăхăтра алла çакăн пек буклетсем пани питĕ усăллă пулас пек туйăнать пире, мĕншĕн тесен çемьере те, киле килсессĕн упăшкипе арăмĕ, ашшĕ-амăшĕ ачисемпе калаçнă чухне çак буклетсем пулни аванрах пек туйăнать пире».

Буклетсемпе асăрхану хучĕсене Чăваш Республикин наци библиотеки урлă ял тăрăхĕсене çитерĕç. Çак çĕнĕлĕх тĕп хуларан аякра пурăнакан муницпалитет çыннисемшĕн усăллă пулмалла. Шăпах вĕсен çак енпе пĕлӳ илмелли çăл куçсем çителĕксĕр пулни палăрнă. Ултавçăсен серепинчен хӳтĕленме пулăшакан хутсене хальлĕхе 200 экземпляр кăларса хатĕрленĕ. Малашне вĕсен шутне тата та пысăклатма палăртаççĕ.