Вĕсем пĕччен мар
Ятарлă çар операцине хутшăнакансен çывăх тăванĕсене республика пулăшсах тăрать. Вĕсем пĕччен маррине тĕрлĕ енлĕ кăтартать. Хальхинче салтаксен амăшĕсем тата мăшăрĕсем Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче пухăнчĕç. Кунта вĕсем Александр Звягинцевăн «На веки вечные» кĕнекине тĕпе хурса ӳкернĕ «Нюрнберг» документлă кинокартинăна курчĕç.
«Нюрнберг» фильмри ĕç-пуç 1945-1946-мĕш çулсенче пулса иртет. Вăл аслă суд, пĕтĕм тĕнчери çар трибуналĕ çинчен каласа кăтартать. Фильмра нацистсен киревсĕр ĕçне тата вăл мĕнлерех йывăрлăхсем патне илсе çитернине сăнланă. Чи пĕлтерĕшли вара усала тата фашитсен тискерлĕхне хирĕç тăма пултарни. Хальхи вăхăтра та пирĕн тăван çĕршыв нацизмпа кĕрешет.
ВАЛЕНТИНА: «Ман мăшăра илсе кайнă. Вăл 45 тултарманччĕ те. Хăйĕн ирĕкĕпех каяс шухăшлă пулчĕ пулмалла. Ăнланса юлаймарăм та хам. Повестка парсассăн пĕрре кайса килчĕ, кайран тепре кайса килчĕ те ман каймаллах терĕ. Вăл мана каларĕ: «Арçыннăн каймалла. Арçынсем каймасан тата кам каять», – терĕ. Вăл ман малтан та Кавказра служить тунă. Çавăнпа хăрамарĕ пуль».
ГАЛИНА: «Ман ывăла илсе кайнă. Вăл 25 çулта кăна. Павел ятлă. Çакăн пек пуçтарăннисем ытларах пурнете пĕрле пулма, пĕр-пĕрне хавхалантарма. Администраци пирĕн пирки манса каймасть ĕнтĕ. Кăштах пире лăплантарасшăн».
Тулли мар мобилизаципе илсе кайнă ытти çемьепе тĕл пулса хумхану туйăмĕсем иртсе каяççĕ. «Пĕр-пĕринпе калаçни, хутшăнни чуна ачашлать», – палăртаççĕ ятарлă çар операцине хутшăнакансен çывăх тăванĕсем.
АЛЕНА ЕЛИЗАРОВА: «Çемьесем çак кинофильма курнă хыççăн пирĕн салтаксем, чăнах та, паттăр пулнине тепĕр хут ĕненĕç. Çакăн йышши мероприятисем çемьесене пĕр тĕвве пуçтараççĕ. Вĕсем хăйсен шухăшĕсемпе, хăйсен пăлханăвĕсемпе пĕччен мар. Эпир вĕсене яланах пулăшма хатĕр».
Курава Чăваш Ен хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн ертӳçи Наталия Николаева та хутшăнчĕ. «Амăшсемпе мăшăрсем тимлĕхре. Эпир вĕсемпе пĕрле», – терĕ вăл.